Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăюллисен профессийĕ

Хăюллисен профессийĕ

Пушарнăйсен профессине йывăрлăхран хăраман хăюллă та паттăр çынсем суйласа илеççĕ. Кашни пушар сÿнтермессерен хăйсен пурнăçне пысăк хăрушлăха кĕртсе ÿкернине вĕсем çирĕп туяççĕ. Кăçал апрель уйăхĕнче районта пушар хурал организацине туса хунăранпа 60 çул çитрĕ. Çак уява районти пушар хурал чаçĕн ĕçченĕсем анлăн паллă турĕç. Пушар хурал кунĕ умĕн эпир Елчĕкри 44 номерлĕ пушар хурал чаçĕн ертÿçипе Василий Григорьевпа тĕл пулса тĕрлĕ ыйтусем çине хуравсем илтĕмĕр.

– Василий Николаевич, сирĕн – професси уявĕ. Çав вăхăтрах эсир кăçал районта пушар хурал организацине туса хунăранпа 60 çул çитнине паллă турăр.

– Çапла. Пушарнăйсен кăçал юбилейлă çулталăк. Тепĕр пысăк уяв – Пушар хурал кунĕ. Çавна май меллĕ самантпа усă курса пушар хуралĕн уйрăмĕнче тăрăшакан кашни сотрудника, çав шутран çак яваплă ĕçре вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене, вĕсен çемйисене чун-чĕререн саламлатăп. Пурин те çирĕп сывлăх, телей пултăр, çемьесенче килĕшÿпе ырăлăх хуçалантăр.

Пушар хурал чаçне туса хунăранпа 6 теçетке çул çитнине эпир çак уйăх варринче паллă турăмăр. Уяв умĕн пушар чаçĕн историне çутатса буклетсем кăлартăмăр, куравсем йĕркелерĕмĕр, кунтах «Неопалимая купина» конкурса хутшăнса палăрнă ачасен ÿкерчĕкĕсем те вырăн тупрĕç. Юбилей умĕн ятарласа «Елчĕк районĕнчи пушар хуралне – 60 çул» ятпа 60 медаль хатĕрлерĕмĕр. Уява паллă тунă кун тĕп лапамра хамăрăн чаçри техникăсен куравне ирттерни чылайăшне интереслентерчĕ. Унтан Елчĕкри культурăпа кану центрне пухăнтăмăр. Коллектива тата ветерансене райадминистрацин пуçлăхĕ Леонард Левый, «Чăваш Республикин пушара хирĕçле служба» хысна учрежденийĕн начальникĕ Герман Михайлов саламларĕç. Елчĕкри ачасен искусство шкулĕ тата культура ĕçченĕсем хатĕрленĕ концерт уяв программине пуянлатрĕ.

– Кĕскен те пулсан хăвăрăн службăн историйĕпе паллаштарсамăр вулакана.

– Истори йĕрĕпе каялла таврăнас пулсан çакă паллă. Елчĕк районĕнче пушар хурал организацине туса хуни пирки хыпарлакан пĕрремĕш документ – 1961 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен ĕçе кĕртнĕ приказсен кĕнеки. 1-мĕш номерлĕ приказра асăннă организацине Г.И.Аркачеев водителе ĕçлеме илни паллă. Ăна пушар чаçĕн начальникĕ Аркадий Георгиевич Киселев алă пусса çирĕплетнĕ. Çак документ тăрăх пушар хуралĕн пĕрремĕш ĕçченĕ Патреккел ялĕнчи А.В.Герасимов пулни паллă. Пушарнăйсен пĕрремĕш йышĕ 6 çынран тăнă. Маларах асăннă ĕçченсемсĕр пуçне кунта тата начальникăн çумĕ Г.И.Флотский /Елчĕк/, Г.Е.Теллин /Кавал/ тата А.А.Волков /Тăрăм/ водительсем ĕçленĕ. Сăмах май, Анатолий Волков çак чаçре пĕр улшăнмасăр 36 çул вăй хунă. Пушар хурал чаçĕн малтанхи çурчĕ йывăçран пулнă, вăл хальхи пушар хурал чаçĕн кирпĕч çурчĕн картишĕнче вырнаçнине калаççĕ. Пушарнăйсем инкек вырăнĕсене ПМГ-19, ПМЗ-11 автомашинăсемпе васканă. Каярах 1965 çулта часть ПМЗ-27 автомашинăпа пуянланнă. Паянхи кун районта пушарпа кĕрешекен тата çак инкеке асăрхаттаракан организацисем – пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕ /начальникĕ – патшалăх тĕп инспекторĕ Александр Сайкин/ тата Елчĕкри 44 номерлĕ пушар хурал чаçĕ /Василий Григроьев/ ĕçлет. Вĕсенче пурĕ 21 çын тăрăшать. Унсăр пуçне кашни ял тăрăхĕнчех муниципалитет пушар хурал чаçĕсем пур.

Чаçре 4 хăватлă техника – АЦ-8,0-40 /Урал-5557/, АЦЛ-6,0-50-18 /КАМАЗ-43118/, АЦ-6,0-40 /Урал-5557/, АЦ-7,5-40 /Урал-4320/ – ĕçре пысăк пулăшу.

Маларах асăннă икĕ организаци тĕрлĕ çулсенче тĕрлĕ министерствăпа ведомствăна пăхăннă. Вĕсенче ертÿçĕсем пулса В.Т.Петров, В.Е.Мешков, В.Н.Беляев, Н.А.Лукин, Н.Н.Яковлев, Д.И.Кучков, Г.И.Флотский, В.Н.Шварнуков, А.Г.Силов, В.В.Волков, Н.А.Карабурнашев, А.Н.Кузнецов, В.С.Михайлов, В.А.Яковлев, А.Н.Васильев, А.Н.Сайкин, В.Н.Григорьев ĕçленĕ тата ĕçлеççĕ.

– Кашни пушартах эсир пурнăçпа вилĕм хушшинче кĕрешетĕр. Кунта сире çирĕп сывлăхлă тата пысăк вăй-халлă, вăр-вар та тÿсĕмлĕ пулни пулăшать. Пушар хурал ĕçченĕн пĕр кунхи ĕç кунĕн йĕркипе паллаштарсамăр.

– Пушар хурал сотрудникĕ ĕçе тĕрĕслеве килет тесен те йăнăш мар. Эпир яланах куç умĕнче – сăнав аппарачĕсем пулăшнипе тĕп хуларан пирĕн тытăмри ертÿçĕсем кашни сотрудникăн ĕç кунĕпе талăкĕпех паллашса тăма пултараççĕ. Ĕçченсем кунсерен ятарлă расписанире палăртнă занятисем витĕр тухаççĕ. Методика планĕсем хатĕрлесе вĕрентÿ занятийĕсем ирттересси шкулти уроксене аса илтереççĕ. Вĕсенче теори тата практика сехечĕсем, ÿт-пĕве çирĕплетесси, нормативлă документсене тишкересси, пушар сÿнтермелли хатĕрсене тата ĕç мелĕсене аса илесси… Кунтах инкеке лекнисене пĕрремĕш пулăшу парас мелсене аса илетпĕр, район тата ялсен карттисене тишкеретпĕр тата ытти те. Темăсем сахал мар. Унсăр пуçне пушар хурал ĕçченĕсем çулсеренех ятарлă программăпа вĕренÿсем витĕр тухаççĕ, вĕреннине çирĕплетсе кашни кварталта вăй-хал тата пĕлÿлĕх тĕлĕшĕпе зачет-экзаменсенче тĕрĕсленеççĕ. Кашни çулах темиçе тапхăрпа командăпа штаб вĕренĕвĕсем, тренировкăсем ирттерни те пире инкеклĕ лару-тăрăва маларах курса тата ăнланса пыма, нушана лекнĕ çынсене вăхăтлă пулăшу парса синкерлĕ лару-тăрăва кĕске вăхăтра тата пысăк çухатусемсĕр сирсе яма пулăшса пыраççĕ.

– Пушар – калама çук йывăр инкек. Ĕмĕрĕпе пухнă пурлăха самантрах кĕле çавăрнисĕр пуçне вăл çынсен пурнăçне те хĕрхенменни тата та хăрушă. Мĕн сăлтавпа алхасать «хĕрлĕ автан»?

– «Хĕрлĕ автан» алхаснин тĕп сăлтавĕ халăх çулăмпа, кăмакасене хутнă чух, электроприборсемпе усă курнă чух асăрханусăр пулнинче. Ытларах чухне тимсĕр пулнипе, хăрушлăха уяманнипе, çăмăлттайла хăтланнипе пулаççĕ пушарсем. Шел пулин те, районта кăçал 5 пушар /иртнĕ çулхи çак тапхăрта – 8/ пулнине регистрациленĕ. Пушартан пулнă сиен 48 пин тенкĕпе /81 пин тенкĕ/ танлашнă. Инкекрен сыхланса пирĕн кашнийĕн пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнасчĕ. Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсенче территорисене çÿп-çапран, типнĕ курăкран тата çăтăр-çатăртан тасатас ĕç пырать. Çак вăхăтра уйрăмах тимлĕ те асăрхануллă пулар, хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнар. Апрелĕн 25-мĕшĕнчен республикăра пушар хăрушсăрлăхĕн уйрăм режимĕ вăя кĕчĕ. Çавна май кирек хăш вырăнта та тип курăкпа çÿп-çапа çунтарма, кăвайт чĕртме юрамасть.

Пушар синкерĕ пирки ачасене те ăнлантармалла, вĕсене вутпа вылясран асăрхаттарсах тăмалла. Пушарта «01», карас телефонĕ урлă «101», «112» номерсемпе шăнкăравламаллине пурин те, çав шутран ачасен те, пĕлмелле.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code