Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Асăрхăр: конкурс!

Асăрхăр: конкурс!

Раççей Федерацийĕн Тĕп прокурорĕ çамрăксен хушшинче «Пĕрле – коррупцие хирĕç» ятпа коррупцие хирĕçле социаллă рекламăн пĕтĕм тĕнчери конкурсне йĕркелет. Унта Раççейсĕр пуçне Армени, Беларусь, Казахстан, Таджикистан, Бразили, Инди тата ытти патшалăхсенче пурăнакан 14-15 çулсенчи çамрăксем хутшăнма пултараççĕ.

Конкурсантсен коррупцие хирĕçле темăпа плакат е видеоролик хатĕрлемелле. Заявкăсене 2019 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 1-мĕшĕччен официаллă сайтра /www.antikorruption.life/ йышăнаççĕ. Конкурс условийĕсемпе çак сайтра паллашма пулать.

Çĕнтерÿçĕсене Пĕтĕм тĕнчери коррупцие хирĕç кĕрешмелли кун – 2019 çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнче чыслĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code