Суббота, Декабрь 7, 2019   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Тавтапуç, уроксен вĕçĕ çуккишĕн…»

«Тавтапуç, уроксен вĕçĕ çуккишĕн…»

юрăран пуçланчĕ Елчĕкри вăтам шкулта йĕркеленĕ СССР халăх учителĕн Петр Черновăн 90 çулхи юбилейĕпе çыхăннă мероприяти.

Кашни çыннăн кун-çулĕнче хăйĕн Вĕрентекенĕ пур. Вăл ăна пĕлÿ тĕнчипе паллаштарнипе пĕрлех пурнăçа та вĕрентет. Петр Никифорович пĕтĕм вĕренекеншĕн те хăйĕн вăхăтне, вăй-халне, чун-чĕре ăшшине шеллеменскер, паян та нумайăшне тивĕçлĕ сĕнÿ-канашпа пулăшать. Çавăнпа унпа тĕл пулаççĕ, ун патне çыраççĕ, шăнкăравлаççĕ.

Уявра юбиляр ячĕпе ăшă сăмах чылай пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин Петр Никифорович пур енлĕ ырă тĕслĕхлĕ çын пулнине палăртнă май, пĕр шухăша уйрăмах çирĕплетсе каларĕ: «Атте-аннене, ватăсене хисеплемелле, вара хăвна та хисеплĕç». Çакă халăх учителĕн пурнăçĕн тĕллевне уçса паниех-тĕр, мĕншĕн тесен вăл ачасемпе питĕ çывăх пулнă. Халĕ, куратпăр, ĕнерхи ачасен хисепĕ-сумĕ паян ун патне каялла таврăнать.

Райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый вĕренÿпе воспитани ĕçĕн аксакалне «педагогикăн ылтăн фончĕ» тесех хакларĕ, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алина Смирнова ветерана Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн Тав çырăвне вуласа пачĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Петр Красновăн, вĕренÿ ĕçченĕсен профсоюз рескомĕн тата райкомĕн, Чăваш патшалăх педуниверситечĕн, районти социаллă тытăмри органсен представителĕсен, пĕрле ĕçленисен, выпускниксен, шкул коллективĕн, ентешĕсен – Вырăскассисен… саламĕсем. Вĕсенче, чун-чĕререн каланă сăмахсенче, новаторăн çынлăхпа ĕçлĕх пахалăхĕсем яр уççăн тухса тăраççĕ: «ăс-хакăллă», «сăпайлă», «хастар», «компетентлă», «универсаллă», «тăрăшуллă»… Надежда Мышкина çамрăк ăсчах вара педагога Турцири Стамбул хулинченех чăвашла видео салам çитерчĕ. Сăмах май: Петр Никифоровичăн «ачисем» Израильте, Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенче тата ытти çĕршывра та хăйсен вырăнне тупнă паян.

Кирек мĕнле ĕçе те юратса тусан, вăл ÿсĕмленсе пырать, хавхалану кÿрет. П.Чернов обществăлла ĕçсенче те тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнă – 7-8 организацире шанса панă тивĕçе тÿлевсĕр туса пынă.

СССР халăх учителĕн эталонĕ ĕçĕнче кăна мар – калаçăвĕнче те, тыткаларăшĕнче те, тумтирĕнче те. Вĕсенче, асăрханă-тăр, хăйне кура тĕплĕхпе пуçтарăнулăх палăрать.

Юрă-ташă та илем кÿчĕ уява. Халăх педагогĕ никĕсленĕ ырă традицисене малалла çирĕплетсе пыракан шкул коллективĕн, искусство шкулĕн ĕçченĕсен пултарулăхĕ программăна питĕ пуянлатрĕ. Вĕрентекенĕмĕре халалланă музейри паха материалсем ун çинчен ытларах та пĕлме май пачĕç.

Тавтапуç, Петр Никифорович, Сирĕн урокăрсен вĕçĕ çуккишĕн…

Н.МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code