Воскресенье, 6 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Халăха анчах мар, пăчкăна та «юрлаттарнă»

Халăха анчах мар, пăчкăна та «юрлаттарнă»

Патреккел халăх хорĕ пирки республикăра анчах мар, унăн тулашĕнче те пĕлмен е илтмен çын сахал пуль. Кирек ăçта пулса кампа та пулин паллашсан, ăçтан пулнине каласан час-час: «Сирĕн унта хор пур. Борисова пĕлетпĕр», – тенине илтме питĕ кăмăллă. Тăван ялăмăрта çакăн пек паллă çын пурăнни мăнаçлантарать те. Çак кунсенче хор ертÿçи – «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ Геннадий Борисов хăйĕн 70 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çавна май эпир Геннадий Арсентьевичпа курса калаçма кăмăл турăмăр.

– Ырă кун пултăр, Геннадий Арсентьевич. Музыкăна юратаслăх, ăна чунтан парăнаслăх Сире камран куçнă тесе шухăшлатăр?

– Юрă-кĕвве юратаслăх аннерен – Пелагея Васильевна Борисовăран /йывăр тăпри çăмăл пултăр/ куçнă пулĕ тесе шухăшлатăп. Чăваш халăх юррисене, уяв кĕрекинче тăвансемпе пуçтарăнса шăрантаракан юрăсене чылай пĕлетчĕ вăл. Вĕсене чуна тивмелле юрлатчĕ, тарăн шухăша яратчĕ. Тасалăха çав тери кăмăллатчĕ хăй. Кĕçех Мăнкун уявне кĕтсе илетпĕр те, çак пысăк уяв умĕнхи эрнере унăн ырă сăнарĕ куç умне час-часах тухса тăрать.

– Аннÿ санăн питĕ тирпейлĕччĕ, Мăнкун умĕн çуртăрта пĕр тасатман вырăн, япала хăвармастчĕ. Пысăкрах япаласене çурхи шывпа усă курса килĕре киветчĕ, – тесе час-часах аса илетчĕç ун пирки тăвансемпе пĕлĕшĕмĕрсем кайран та.

Мăнкун кунĕ тăхăнма пире, 4 ачине, çĕнĕ кĕпе çĕлесе паратчĕ. Каярах, Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищинче куçăмсăр майпа пĕлÿ илеттĕмччĕ ун чухне, репетицисем хыççăн çĕрлесерен вĕренÿ программисене хатĕрленеттĕмччĕ. Кăнтăрла ĕç нумай пулнă – ниме йĕркипе ялта çурт хăпартакансене пулăшма çÿренĕ, ытти ĕç пурнăçланă. Баянпа вылянă вăхăтра анне çывăрнă çĕртен тăрса ман патне кайри пÿлĕме тухатчĕ те нуски-алсиш çыхатчĕ, кĕвĕсене киленсе итлесе ларатчĕ. Вăл манăн пултарулăхăн пĕрремĕш хаклавçи, мана пур енĕпе пулăшса пыракан пулнă. Ырă чунлăччĕ çывăх çыннăмăр, яланах çак сăмахсене калатчĕ: «Чулпа перекене çăкăр ывăтса пар».

– Ку пурнăçра кашни çыннăн хăйĕн вырăнĕ, тивĕçĕ тетпĕр. Пурнăçа хамăр тĕллĕн пăркалама е улăштарма хăтлансан та кун-çул сукмакĕ шăпа пÿрнĕ çул-йĕр çинех илсе тухать пире. Килĕшетĕр-и Эсир çакăнпа?

– Чăннипех те килĕшетĕп. Çынна чăн та юрăç е музыкант, сăвăç е çыравçă, учитель е çĕр ĕçченĕ… пулма пÿрнĕ пулсан – шăпа çын хăй сисмесĕрех çав çул çине ертсе тухать ăна. Турă пани вăл хăех, хамăр сисмесĕрех вăранать çынра. Хальхи пекех астăватăп /ун чухне эпĕ 4-мĕш класс ачиччĕ/ Борис тете Кĕçĕн Таяпаран купăс илсе килнине. Аннен йăмăкĕн çемйи парнеленĕ ăна. Мана тыттармасть, аллине илсе нарт-нарт тутарать те, мачча каштинчен каялла çакса хурать. Питĕ выляс килет купăспа – тетерен хăратăп. Шкултан унран маларах таврăнатăп та сĕтеле куçарса лартса купăса час-часах алла илетĕп. Ăçтан кăна сисет эпĕ ун парнине тытнине: çупкă лектерет. Кайран тин пĕлтĕм вăл ăна ялан пĕр май анчах çакса хунине. Чи малтанах салтак юррине выляма вĕрентĕм. Анне тăлăх арăм пулнă. Мăшăрĕ вăрçăран таврăнманранах пуль, çак юрра илтсен куççульпе макăратчĕ. Манăн чуна та пырса тивнĕ ахăр çак самант. Тете шкултан таврăннă та эпĕ çак кĕвве вылянине вăрттăн итлесе тăрса тĕлĕннĕ пĕринче – çак кунран урăх чармарĕ купăсне тытма. Ун чухне купăс калакансем чылайччĕ ялта: Униç тата Петр Палашкинсем, Владимир Нестраканов, Валерий Захаров. Ял илемĕ пулнă вăл купăспа вылякан çын. Ялти шкулта 8 çул вĕреннĕ хыççăн Униç юлташăмпа иксĕмĕр газосварщике вĕренме кĕрес ĕмĕтпе документсене хулана ярса патăмăр. Тусăма вĕренме чĕнекен йыхрав килчĕ, мана – çук. Вара эпир Аслă Елчĕкри Владимир Моисеевпа Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине çул тытрăмăр. Тÿрех илчĕç пире вĕренме. Тусăм укçа-тенкĕ енчен аптрамастчĕ, анчах та манăн спорт форми е ытти хатĕр илме те, апат-çимĕç туянма та, общежитире пурăннăшăн тÿлеме те укçа-тенкĕ çитместчĕ. Аннене 4 ачине пĕччен ура çине тăратма пĕрре те çăмăл пулман. Тивĕçлĕ апатланайманран манăн сывлăхăм та хавшама пуçларĕ, вара каялла киле таврăнтăм /чылай çултан куçăмсăр майпа вĕренсе тухрăм çак училищĕрен/. Тăван колхозра тăрăшма пуçларăм – лашапа кăшман, çĕр улми, купăста тата ытти пахча çимĕç турттарнă, ытти ĕç пурнăçланă. Çав вăхăтрах Мария Ястребова ертсе пыракан хора та çÿрерĕм. Кăштах вăхăт иртсен колхоз правленийĕ /ун чухне председатель пулса Николай Московский тăрăшатчĕ/ мана 6 уйăхлăха Патăрьелне баянистсен курсне вĕренме ячĕ. Вĕреннĕ вăхăтра уйăхне 10 тенкĕ укçа пани самай пулăш пулчĕ. 16 çул тултарсан райĕçтăвкомăн культура пайĕн заведующийĕ Александр Миллин сĕннипе Елчĕкри культура çуртĕнче илемлĕх ертÿçинче ĕçлерĕм /пĕр вăхăтрах 1965-1968 çулсенче Патреккел хорĕнче баянист пулса тăрăшрăм/. Унтанах салтака ăсатрĕç. В.И.Чапаев ячĕллĕ дивизире службăра тăтăм. Таврăнсан, 1971 çулта, хор ертÿçи пулма шанчĕç.

– Хорăн историйĕ пуян. Çак пысăк коллектива ертсе пыма шанни хăратмарĕ-и Сире, тин анчах салтакран таврăннă йĕкĕте?

– Хорăн историйĕ, чăн та, пуян. Патреккелте 1747 çултах чиркÿ çумĕнче хор пулнă, ял çыннисенчен чылайăшĕ унта юрланă. 1922 çулта вĕрентекенре тăрăшнă Ольга Миловидова пуçарăвĕпе хор йĕркеленĕ. 1932 çултан хор çитĕнÿсем тума пуçланă май унăн ят-сумĕ çĕкленсех пынă. Тĕрлĕ çулсенче коллектива ертсе пырас ĕçе Михаил Воронцов, Александр Миллин хутшăннă. 1957-1967 çулсенче вăл Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕн Мария Ястребован аллине куçать. Вăл хор шăпишĕн чунне парса ĕçленĕ хушăра коллектив 1969 çулта ?эпĕ ун чухне салтакра/ «халăх» ята илет. Пултаруллă хĕрарăма ял совечĕн председателĕн должноçне шанса парсан çакăн евĕр ыйту тухса тăнă: мĕнлерех пулĕ хорăн ыранхи шăпи, коллектива малашне кам ертсе пырĕ? Ертÿçĕ пулма мана сĕнсен Мария Васильевнăна хама Елчĕкри культура çуртне ĕçлеме йыхравлани пирки пĕлтеретĕп.

– Хора пĕтме памалла мар пирĕн. Унăн ертÿçинче никама та мар, шăпах сана куратпăр, – татăклăн хуравларĕ ун чухне çирĕп хĕрарăм.

Хорта юрланă, баянпа вылянă. Елчĕкри культура çуртĕнче илемлĕх ертÿçинче ĕçленĕ. Унтах Илья Семеновпа пĕрле Елчĕк хорне çĕнĕрен чĕртсе ятăмăр. Ют пулман-ха маншăн хор пурнăçĕ. Çак пысăк яваплă ĕçе шансан пуçра çĕнĕ тĕллевсем капланма пуçларĕç. Çĕнĕ варкăш кĕртес килчĕ коллектив пурнăçне. Чи малтанах кивĕ аппаратурăна пуçтарса тата юсаса вĕсемпе усă курма пуçларăмăр. Ун чухне районта хор коллективĕсем сахал марччĕ. Кашни пысăк организаци-предприяти, колхозсем хăйсен хор коллективне йĕркеленĕ. Репертуара ыттисенчен уйрăмрах тăвас, çĕнĕлĕхсене çул парас килчĕ манăн. Куракансем пирĕн концертсене хаваслăрах тата хапăлласа йышăнччăр тесен мĕн тумалла-ши тесе пуçа ватнă вăхăтра кашăкçăсен ансамбльне йĕркелес шухăш çуралчĕ. Лавккаран илетпĕр кашăксене, кăштах çапкаланă хыççăнах çурăлаççĕ е ванаççĕ. Вара вĕсене Георгий Арбузов вĕрентекенĕн ятарлă станокĕпе усă курса хамăр ăсталама пуçларăмăр, ку ĕçре пире Владимир Миловидов вĕрентекен сĕнÿсемпе пулăшса пычĕ. Шăхличсене те хамăр алăпах тума пуçларăмăр. Ансамбльте пăчкă та, кастрюль хупписем те… «юрларĕç». Сăмах май, кашăкçăсен ансамблĕпе эпир каярах Мускава та çитрĕмĕр.

Ансамбль валли пултаруллă яш-кĕрĕм кирлĕ. Хальхи евĕр астăватăп. Эпĕ çурт умĕнче тăратăп – урампа хурăн çулçипе усă курса тĕрлĕ майлă сас кăларса тата шăхăркаласа пĕр ача утать. «Кил-ха кунта», – тетĕп кăна. Камсен пулнипе тата мĕн ятлипе интересленетĕп. «Коля Петров», – хуравлать вăл ман ыйту çине. Ăна, Борис Клементьев, Борис Миллин тата ытти пултаруллă çамрăксене вокалпа инструментсен ансамбльне гитарăпа выляма явăçтартăм. Хор коллективĕн йышне ÿстерес шухăш та çуралчĕ. Пĕлтерÿ панă хыççăн ялти тата ун таврашĕнчи Акчел, Элекçей Тимеш, Аслă Елчĕк, Елчĕк, Тÿскел, Ĕнел ялĕсенчен çамрăксем килсе тулчĕç, халăх клуба та вырнаçаймасть. Вăхăт иртнĕ май суйланса пырса коллективра уçă та хитре саслисем анчах юлчĕç /пĕрисем хăйсем туяççĕ юрлас талант çуккине, теприсен кăмăл çук юрлама тата ытти те/, йыш 80 çынна яхăн пуçтарăнчĕ. Кашни юрра 5-6 сасăпа янраттарма пуçларăмăр. Репетицисем çĕрле 2 сехетчен тăсăлни те час-часах пулнă. Хорпа та, ансамбльсемпе те районта, республикăра, çĕршывра иртекен смотр-конкурссене хутшăнтăмăр. Пĕтĕм Союзри «Çĕнтерÿ салючĕ» I, II, III фестивалĕсен, республикăри I, II, III, IV телефестивалĕсен лауреачĕ пулса тăтăмăр. 1977 çулта Пĕтĕм Союзри пĕрремĕш фестивальте пирĕн хор Мускавра, Кремльти съездсен керменĕнче фестиваль лауреачĕн дипломне, пысăк тата пĕчĕк ылтăн медальсене, парнесене тивĕçрĕ. Чăваш Республикин чысне Кремльте /ун чухне Трактор тăвакан, Агрегат завочĕсен, ытти пысăк предприятисен пысăк-пысăк хорсем пулнă/ шăпах пирĕн 250-260 хуçалăхран тăнă Патреккел ялĕн хорĕ хÿтĕлени пирĕншĕн каласа пĕтерме çук пысăк чыс пулчĕ.

Хор халĕ те хăйĕн сумне çухатмасть-ха – пултарулăхĕпе халăха 97-мĕш çул савăнтараканскер конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăнсах пырать. Кăçал мартăн 24-мĕшĕнче Шупашкарти Трактор тăвакансен керменĕнче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри хор фестивалĕн регионти тапхăрĕнче эпир 28 коллектив хушшинче Чăваш патшалăх академи капелли хыççăн 2-мĕш вырăна тивĕçни те пирĕншĕн пысăк çитĕнÿ.

– Ăнăçусемпе çитĕнÿсем тăвасси, наградăсем çĕнсе илесси, паллах, хора ертсе пырас ăсталăхран, унăн репертуарне çулран-çул пуянлатса пынинчен килет. Хăш композиторсемпе ĕçленĕ тата ĕçлетĕр Эсир?

– Хор Мария Ястребова ĕçленĕ вăхăтранах Чăваш Республикин паллă композиторĕсемпе тачă çыхăнура пулнă. Хăш та пĕрисем хăйсем яла та килсе çÿретчĕç, юррисене юрланă чух сĕнÿсем парса пулăшатчĕç. Çĕнĕ юрăсем репертуара çĕнетеççĕ, çутă варкăш кĕртеççĕ, самана таппипе тан утма пулăшаççĕ. Филипп Лукин, Герман Лебедев, Тимофей Фандеев, Аристарх Орлов-Шуçăм, Анатолий Михайлов, Юрий Кудаков, Юрий Жуков, Виталий Романов, хамăрăн ентеш Николай Карлин композиторсен юррисем репертуара пуян та анлă тума пулăшса пынă, пыраççĕ.

– Хăвăр çырнă юрăсене те /«Ах, савни, савни, мĕн пулчĕ сана?», «Ял масарĕ», «Аса илÿ», «Хурăнвар» тата ытти те/ халăх хапăлласа йышăннине, вĕсене тĕрлĕ уявсенче кăмăлтан юрланине илтетпĕр. Хăçан, мĕнле лару-тăрура çуралаççĕ юрăсем?

– Юрăсем чунтан савăннă е чĕрене тунсăх пуснă, пурнăçра чуна хумхантаракан пулăмсемпе тĕл пулнă самантсенче çуралаççĕ.

– Çичĕ теçетке çул хыçа юлни кулянтармасть-и Сире? «Çамрăклăх, хаваслă çамрăклăх, мĕншĕн-мĕншĕн ун пекех васкан?… эсĕ юлăн ман асра ялан», «Ах, иртеççĕ çулĕсем, ĕмĕр манми вăхăтсем», «Çамрăклăх хăвăрт иртет, ватлăх çывхарса килет» евĕр сăмахсемлĕ юрăсем час-час илтĕнеççĕ сирĕн хорăн репертуарĕнче.

– Кулянтармасть. Пурнăçăн ун хăйĕн йĕрки, ăна эпир улăштараймастпăр. Çулсем хушăнсах пырсан та чун-чĕре вăл яланах 17 çулта. Репертуара шухăшлă, Эсир калакан сăмахсемлĕ юрăсене кĕртни вăл хор коллективĕн пысăк пайĕ 40-50 çулсенчен иртнĕ çынсенчен тăнипе çыхăннă. Шăп çак вăхăтра пурнăç çинчен тарăнрах шухăшлатпăр, кулленхи пулăмсене урăхларах куçпа хаклатпăр. Хорта та, ансамбльте те репертуара тĕрĕс йĕркелесси – чи кирли. Çынна хушнă та, вăл юрланă тейĕпĕр. Енчен те юрă чун-чĕрене кĕрсе вырнаçмасан, юрлакан унти сăнарта хăйне курмасан вăл халăх патне илемлĕн шăранса çитеймест. Чунран тухман юрра куракан та йышăнасшăн мар. Çавăнпа та репертуара тĕрĕс суйлама тăрăшатăп.

– Паянхи кун пурнăçра кам пулăшса пырать Сире, Геннадий Арсентьевич? Пушă вăхăта еплерех ирттеретĕр?

– Мăшăрăм Валентина Васильевна, Эдуард, Эльвира, Полина ачамсем, мăнукăмсем – манăн тĕрекĕм. Вĕсемех чунтан юратнă ĕçре вăй хума хавхалантарса пыракансем.

Пушă вăхăтра кил-тĕрĕшре, пахчара тăрмашатăп. Мăшăрăмпа пĕрле тĕрлĕ тĕслĕ улма-çырла, пахча çимĕç çитĕнтерме тăрăшатпăр – ачасемпе мăнуксем тăван киле хăнана килсен савăнччăр тетпĕр. «Ÿркенмен ăста пулнă», – текен каларăша тĕпе хурса пурăнатăп.

Тавах Сире калаçушăн. Ырлăх-сывлăх, малашлăх ĕçре çитĕнÿсемпе ăнăçусем сунатпăр.

– Тавах. Çапла пултăрах.

Елена ПЕТРОВА калаçнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code