Апрелĕн 24-30-мĕшĕсенче Европăри иммунизаци эрни иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ вакцина тăвакансен шутне ÿстересси, иммунизаци пĕлтерĕшне халăха уççăн пĕлтересси пулчĕ.
Профилактика тĕлĕшпе тăвакан прививкăсем чир-чĕртен сыхлаççĕ, ăна çăмăлтарах чăтса ирттерме пулăшаççĕ. Уйрăмах хĕрлĕхенрен, дифтерирен, столбнякран, полиомиелитран, паротитран, коклюшран, хĕрлĕ шатраран, грипран, вируслă В гепатитран тата ытти чирсенчен сыхланма пулăшаççĕ. Çак чирсем çынна ерсен вĕлерме е инвалида кăларма пултараççĕ. Енчен те çын иммунитета çирĕплетеймесен çакă чылай хăрушă инфекциллĕ чире куçма пултарать. Халĕ медицинăра маларах асăннă чирсене хирĕç кĕрешес меслетсенчен пĕри профилактика прививкисем тесе шутлаççĕ. Иммунологсем палăртнă тăрăх, прививкăсенчен хăрамалла мар. Вакцинăсене лаборатори условийĕсенче хатĕрлеççĕ. Прививка тусан кĕлеткере антителасем пулса каяççĕ, çапла вара чылай вăхăт хушши инфекци чирĕнчен упраççĕ. Прививка хыççăн кĕлеткере нимĕнле улшăну та пулмасть.
Хăрушă чирсенчен сыхланасси хамăртан килет. Çавна май вакцинаци мероприятийĕсене яваплăхпа пăхма, медицина учрежденийĕсене вăхăтра çитме тăрăшмалла.
И.УБАСЕВА,
эпидемиолог врачăн пулăшуçи.