Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кирлĕ ыйтусене сÿтсе явнă

Кирлĕ ыйтусене сÿтсе явнă

Ĕнер Елчĕк районĕн Депутачĕсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта депутатсемпе пĕрле ял тăрăхĕсен, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисем хутшăннă. Пуху ĕçне район пуçлăхĕ – районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ Ираида Васильева ертсе пынă.

Кун йĕркине 5 ыйту кĕртнĕ. Пĕрремĕшĕпе – район 2018 çулхи бюджета мĕнле пурнăçлани çинчен райадминистрацин финанс пайĕн пуçлăхĕ Ирина Теллина каласа кăтартнă. Уйрăммăн илсен вăл çакăн пирки чарăнса тăнă: отчетлă тапхăрта районăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăшсен пайĕ 379,5 миллион тенкĕпе, расхутсен пайĕ 368,7 миллион тенкĕпе танлашнă. Бюджет профицичĕ – 20,8 миллион тенкĕ.

Муниципаллă пурлăха приватизацилессин малашлăх программин планне улшăнусем кĕртессин проект йышăнăвĕпе экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Марина Павлова паллаштарнă.

Елчĕк районĕн муниципаллă пурлăхне Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхне харпăрлăха парас тата коррупцие хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен канашăн йышне улшăнусем кĕртнине депутатсем пурте пĕр шухăшлă пулса ырланă.

Депутатсем район экономикине тĕреклетессипе тивĕçлĕ тÿпе хывакан ĕçченсене наградăсем тăратас ыйтăва та сÿтсе явнă.

/Хамăр корр/.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code