Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăй патăр!

Вăй патăр!

Фермер пулма çăмăл мар. Йывăрлăхсенчен хăраман, çирĕп шухăш-кăмăллă çын анчах çак йывăр тиеве хăйĕн хул пуççийĕ çине тиеме пултарать. Вăл яра куна – ир пуçласа каçчен пĕтĕм вăхăтне ĕçре ирттерет. Уншăн уяв та, кану кунĕ те çук.

Апла пулин те районти хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем /хальхи вăхăтра вĕсем пурĕ 26 шутланаççĕ/ тĕш тырă, пахча çимĕç культурисене, çĕрулми çитĕнтерессипе, аш-какай тата сĕт туса илессипе те тĕллевлĕн ĕçлесе пыма пултарнине кашни çулхи кăтартусене тишкернинчен уçăмлăн куратпăр. 2020 çулта вĕсем ял хуçалăх культурисене пурĕ 11782 гектар çинчен, çав шутран 8058 гектарĕ – пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, пухса кĕртнĕ. Çапла майпа алла илнĕ тыр-пулăн 26004 тонни е районĕпе пухса кĕртнин 30,6 проценчĕ фермерсен тÿпи пулнине çирĕплетсех калама пулать, 1 гектартан тухакан вăтам тухăç 32 центнерпа танлашнă. Районти агропромышленность комплексне аталантарассинче фермерсен ĕçĕ, чăннипех, курăмлă вырăн йышăнать.

Мăйракаллă шултăра выльăхсен, çав шутран сăвăнакан ĕнесен хисепне те май пур таран ÿстерсе пынине кура хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче кашни çул ытларах аш-какай, сĕт туса илеççĕ.

…Çур акиччен те вăхăт нумай юлмарĕ. Çакна шута илсе хальхи вăхăтра фермерсем вăрлăхсене алласа ака кондицине çитерессипе, минераллă удобренисемпе çунтармалли-сĕрмелли материалсем кÿрсе килессипе тимлеççĕ. Ял хуçалăх техникине хатĕрлеме тытăнмалла. Пулас тухăç никĕсĕ вара çирĕп пулма кирлĕ. Мĕншĕн тесен кĕр тыррисене /пурĕ 1663 гектар/ агротехника йĕркине çирĕп пăхăнса акса хăварнă. Йÿçек çĕрсене извеçлеме те /1248 гектар çинче/ пултарнă.

ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин грант шучĕпе пурнăçланакан çак проект районти хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен тĕслĕхлĕ ĕçĕ-хĕлне тата тĕплĕнрех тĕпчесе хак пама май парасса шанатпăр. Агропромышленность комплексĕн пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсен шутĕнчи уйрăм хуçалăхсене аталанма пулăшас тĕллевпе республика шайĕнче йĕркелекен конкурссене хутшăнса бизнес-плансене ăнăçлă хÿтĕлекенсене грант шучĕпе укçа-тенкĕ парса пулăшни те – ырă пулăм. Патшалăх пулăшăвĕпе çак çулсенче Елчĕк районĕнчи фермерсем те тухăçлă усă курнă. Иртнĕ çул 2 грант /М.Гладкова тата А.Бикулов хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем/ пурĕ 14 миллион тенкĕлĕх тивĕçнĕ.

Апла пулин те хальхи вăхăтра ялти предпринимателе шухăшлаттаракан, татса пама кăткăс ыйтусем те сахал мар. Ял çамрăкĕ паян хулана туртăнни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Ку чухне ашшĕ-амăшĕ е ытти тăванĕсем пуçарнă ĕç, çемье бизнесĕ пулса тăмалла чухне, пăчланма та пултарать. Çак сăлтава пулах ялти пуçаруçă- фермерăн нумай ыйтăва пĕччен татса пама тивет. Вĕсен ĕçри ăнăçлăхĕ çут çанталăк условийĕнчен те нумай килет, ял хуçалăх культурисене туса илес ĕçре тупăшран ытларах сиен-тăкак курма пултарасси те аякра мар. Ытти йывăрлăхсем те нумай. Кашни уйăхра пĕр хутчен /пуш-чÿк уйăхĕсенче/ кăларма палăртакан «Эпĕ – фермер» проект ĕçе кĕнипе усă курса çак проблемăсем пирки те сăмах хускатма кирлине ăнланатпăр.

Палăртакан темăсене çутатма эсĕ те, хисеплĕ вулакан, хутшăнма пултаратăн. Фермерсене хăйсене те редакци тĕпелĕнче хапăлласах кĕтетпĕр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code