юхăма аталантарас ĕç Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать.
Çак 2014 çулта вăй илнĕ юхăма паян шкул ачисемпе студентсем, коллективсем хастар хутшăнса ГТО нормисене вăхăтлă пурнăçлаççĕ. Иртнĕ çулхи кăтартусене тишкерес пулсан, ку енĕпе Елчĕк районĕ Чăваш Республикинче пĕрремĕш вырăнта тăнине палăртма кăмăллă.
ГТО нормисене пурнăçлас ĕçе шкул ачисем те активлă хутшăнаççĕ. Елчĕкри «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕн инструкторĕ Петр Смирнов хыпарланă тăрăх ку енĕпе Елчĕк, Аслă Елчĕк, Курнавăш, Çĕнĕ Пăва тата ытти шкулсем ăнăçлă ĕçлеççĕ.
– Аслă Елчĕк шкулĕ пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăрать – коллектив тата кунта вĕренекенсем ГТО нормине паянхи кун тĕлне 100 проценчĕпех пурнăçланă, – палăртать инструктор.