акци республикăра 2016 çулта ĕçлеме пуçланă. «Медицина – манăн чун туртăмĕ» проекта ĕçе кĕртни ытахальтен мар. Вăл пациентсене хăйĕн ĕçне çÿллĕ шайра пурнăçлакан, уявсемпе кану кунĕсене пăхмасăр пирĕн сывлăхшăн тăрăшакан шура халатлă çынсене тав тума май парать. Çавна май районти медицина учрежденийĕсенче ятарлă ешчĕксем вырнаçтарнă. Унта хамăра пулăшу аллине тăснă тухтăрсемпе медицина сестрисене çырса, ÿкерчĕксем туса, сăвăласа тав тума пулать. Пациентсен çырăвĕсене пуçтарса тишкереççĕ, чи лайăххисене палăртаççĕ. Пациентсенчен нумай сасă пухнă сывлăх хуралçисем общество наградисене тивĕçеççĕ. Ку списока санитаркăран пуçласа тĕп тухтăр таранах кĕме пултарать.
Иртнĕ çул Чăваш Енри медицина ĕçченĕсен ячĕпе 6789 Тав хучĕ килнĕ. Республикăри сывлăх сыхлавĕн министерстви хăйĕн сайтĕнче общество наградине парас тĕллевпе сасăлав ирттернĕ. 680 çынран 100 лауреата палăртнă. Вĕсен йышĕнче – районти тĕп больницăри Людмила Капламова фтизиатр тухтăр тата терапи уйрăмĕн медицина сестри Алевтина Шашкова.