Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Афган сассин ахрăмĕ

Афган сассин ахрăмĕ

Николай Петрович Якимов 1964 çулта Тăрăм ялĕнче çуралнă. 1971 çулта пĕрремĕш класра вĕренме пуçланă. Ялти шкулта вĕреннĕ вăхăтрах вăл спортпа питĕ туслă пулнă, район шайĕнче иртекен ăмăртусене хастар хутшăннă.

Сакăр класс пĕтерсен Çĕнĕ Шупашкарти 14-мĕш номерлĕ училищĕре электросварщик профессине алла илнĕ çамрăк, çав вăхăтрах çăмăл атлетика секцине тата ДОСААФ клуба парашютпа сикме çÿренĕ. Вĕренсе пĕтерсен çар тумĕ тăхăниччен сварщик пулса ĕçленĕ.

1984 çулта кĕркунне Николая салтака илсе каяççĕ. Çур çула яхăн вăл Фергана хулинче вĕренÿре пулнă, унтан Афганистан çĕршывне куçарнă.

Салтак пурнăçне Николай çапларах аса илет: «Çак çĕршыв пирки ÿкернĕ фильмсене паянхи кун та лăпкăн пăхма пултараймастăп. Фанерăран тунă казармăсенче пурăнаттăмăр эпир. Ытларах чухне ту çинче çĕр каçнă. Вак чулсенчен выртмалли вырăн купаласа çавăраттăмăрччĕ те çавăнта çĕр каçаттăмăр. Савăнăçлă самантсем те, вилĕмпе куçа-куçăн тĕл пулнă вăхăтсем те пулнă салтак пурнăçĕнче. Пире душмансем хупăрласа илсен темиçешер кун шывсăр аптрани те пулнă. Пĕрремĕш наградăна 1985 çулта илтĕм. Хамăн çуралнă кунра, декабрĕн 16-мĕшĕнче, кăнтăрла хыççăн 2 сехет иртсен пирĕн çине душмансем тапăнчĕç. Пире çирĕп хушу панă – апат-çимĕç тата эмелсем тиенĕ колоннăна ирттерме кăткăс та пĕлтерĕшлĕ çул-йĕре çирĕп сыхламалла. Йывăр çапăçу хыççăн тăшмансенчен уйрăмах хур тÿснĕ 9-мĕш ротăри салтаксене пулăшма ячĕç пире. Вилнисене тата аманнисене тусем çинчен илсе анма хушу пулчĕ. Каçхине 8 сехетре хăпарма пуçласа палăртнă вырăна çĕрле 12 сехет тĕлĕнче анчах çитрĕмĕр. Салтаксем ларнă çĕртех вилсе кайнă, сивĕпе шăнса хытма та пуçланă. Çакăн евĕр ÿкерчĕке курсан чунсем сÿлетрĕç паллах. Сунарçăсем мулкачсене шалча çине çыхса килнĕ евĕр вĕсене çапла илсе анма тÿр килчĕ ту тăрринчен. Тепĕр кунне вертолетсем чĕнсе илсе аманнисене госпитале, вилнисене чаçе ăсатрĕç».

Приказа чыслăн пурнăçлама хутшăннă салтака ун чухне «Хастарлăхшăн» медальпе наградăланă. Иккĕмĕш наградăна вăл 1986 çулта тивĕçнĕ. Тăшманăн çар базине тапăнса вĕсен хĕç-пăшалне туртса илес тĕллевпе 1 эрнене яхăн пынă çапăçура палăрнăшăн хальхинче те «Хастарлăхшăн» медале тивĕçнĕ Тăрăм каччи. Воин-интернационалистсене Анатолий Кипеч çырнă сăвă йĕркисем уйрăмах хумхантараççĕ:

Афган юрри, Афган сасси.
Афганистан – душман вăрçи.
Анне чĕри хытах йĕни,
Афганистан суя вăрçи,
Нумай-нумай нуша курни…

Л.ЕНЕДЕРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code