Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Чи лайăх командир»

«Чи лайăх командир»

Спорта кăмăллакан çамрăксем сахал мар пирĕн районта.

Лаш Таяпа ялĕнче пурăнакан Наталья Вячеславовнăпа Вячеслав Дмитриевич Самсоновсен кĕçĕн ывăлĕ Дмитрий вĕренÿре те, спортра та харсăр. Дмитрий хăй хастар спортсмен пулнине районта иртекен çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» вăййисенче те аван кăтартса парать. «Чи лайăх командир» ята та тивĕç пулчĕ вăл çак вăйăсенче.

Нумаях пулмасть Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта иртнĕ вĕренÿ сборĕнче çамрăк турник çинче туртăнассипе, граната ывăтассипе, автоматран тĕл перессипе тата ытти енĕпе малтисен йышĕнче пулчĕ. Çавна май Хисеп грамотисемпе чысланă самантра унăн хушамачĕ янраса анчах тăчĕ.

Дмитрий армрестлинг спортне те кăмăллать, ку енĕпе те çитĕнĕвĕсем курăмлă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code