Артем Сусликов – Раççей спорт мастерĕ, йывăр атлетика енĕпе Раççей чемпионачĕн 2 хут иккĕмĕш призерĕ, 10 хут ытла Мускав чемпионĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн, Мускав хула мэрĕн стипендиачĕ. РФ йывăр атлетика федерацийĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ. 2014 çултанпа çĕршывăн тĕп хулинчи 2-мĕш Олимп резервĕсен училищинче тренерта ĕçлет.
Çамрăк специалистăн спортри кун-çулне унăн пĕрремĕш тренерĕпе – Курнавăшри вăтам шкулта ĕçленĕ Николай Молоствовпа çыхăнтармасăр май çуках. Артем 6-мĕш класран пуçланă ун патĕнче тимĕрпе кĕрмешме. Тантăшĕсенчен чи пĕчĕкки, чи имшерри. 24 килограмм çеç тайнă вăл. Вĕрентекен – психолог, кашни ачана куçран пăхса унăн кăмăл-туйăмне, ĕçлес туртăмне хаклама пултарнă.
– Пĕринче секцине çÿрекен 30 ытла ачана тренировкăра тăхăнма кĕлеллĕ кивĕ пушмак илсе килме хушрăм, – халĕ те манмасть иртнĕ вăхăта Николай Ефимович. – Пĕртен-пĕр Артем илсе килчĕ. Яваплăха туясси, дисциплинăна пăхăнасси çавăн пек пĕчĕк пулăмсенчен çирĕпленнĕ унăн.
Ÿркенменлĕх тăрăшуллăскере çитĕнÿсем патне илсе пынă. Вăл 9-мĕш класс пĕтериччен спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă.
Н.Молоствов 1980 çулта Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри тренерсен семинарĕнче йывăр атлетика енĕпе СССР пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕпе Юрий Сандаловпа паллашать. 26 çул иртсен /!/ Елчĕк ачи ун патне пуçласа шăнкăравлать /карас телефон номерне ăçтан шыраса тупнă-ха тулĕккĕш/, Артема Мускаври Олимп резервĕсен училищине вĕренме илме ыйтать.
Лерен, ним тĕпчесе тăмасăрах: «Килĕр, пăхăпăр», – тесе кăна хуравланă.
Н.Молоствов сасă çыхăнăвĕпе çырлахмасть, вĕренекенне палăртнă çĕре илсе кайса вырнаçтарать. Каярахпа Аслă Шăхаль хĕрне Инна Ананьевăна та унта çул уçать.
15 çулхи ял ачин çапла майпа çĕнĕ вырăнта çĕнĕ пурнăç пуçланать…
– Артем, Мускав – мегаполис. Унта эс халĕччен пулман, йăлтах ют, никама та палламастăн. Тĕрлĕ шухăшсен авăрĕнче каялла таврăнас кăмăл та çуралман-и?
– Тÿрех калатăп, çук, пăрахма пачах шутламан. Кăштах «тавăру» шухăшĕ те пурччĕ манăн ун чухне, мĕншĕн тесен ялти, районти хăш-пĕр ачасене Шупашкарти спорт училищине вырнаçтарчĕç, мана темшĕн пăрса хăварчĕç. Çавăнпа Николай Ефимович сĕнĕвĕпе килĕшрĕм те.
– Килтисем мĕнле пăхнă ку ыйту çине?
– Вĕсем те, çывăх тăвансем те питĕ хирĕç пулнă. Пĕр атте кăна: «Мĕн шутлан – çапла ту», – терĕ. Каярахпа Шупашкара вырнаçнисем пăрахса килме пуçланă та, аннене: «Ан кулян, сирĕн Артем та таврăнать ак», – тенĕ. Мана çакă та кăмăла хытарма хистенĕ пулĕ.
– Мускавра пĕрле вĕреннисем те сан пекех чăтăмлăччĕ-и?
– Пурте пĕр пек мар вĕт эпир, çавăнпа училищĕри вĕренĕве те, йĕркене те тĕрлĕрен йышăннă. Çăмăл пулман, пытармастăп. Унта хăйĕн требованийĕсем. Ăна пăхăнайманнисем чăнах та пăрахса каятчĕç. Шкулти секцине пырсан пире Николай Ефимович кашнинчех Василий Алексеев Олимп чемпионĕн стена çине çырса хунă ытарлă сăмахĕсене вулаттаратчĕ. Çавсене те ăша хывнă ĕнтĕ.
– Çĕнĕ вырăнта ăмăртусене часах хутшăнма пуçларăн-и?
– Иккĕмĕш эрнинчех. Ун чухне 38 килограма çитнĕ эпĕ, 110 килограмм кăкăр çинчен тĕртсе хамăн рекорда çĕнетрĕм.
– Тренерсен хушшинче конкуренци çирĕп палăрать-и; Çавăн пекех, вăрттăнлăх мар, пирĕн ура хурасси те пур вĕт.
– Училище хыççăн хулари физкультурăпа спортăн патшалăх педагогика институтĕнче вĕрентĕм, бакалавр, физкультура педагогĕн дипломне алла илтĕм. Ун хыççăн хам вĕреннĕ училищĕнех тренер ĕçне таврăнтăм. Сакăр преподаватель тĕрлĕ ÿсĕмри спортсменсемпе ĕçлетпĕр. Эпĕ – чи çамрăкки. Малтанах опыт ăçтан пултăр-ха; Манран вăрттăн пăшăл-пăшăл тăватчĕç. Шанмастчĕç, хăяккăн пăхатчĕç. Халĕ ăнăçусем пур та – урăхларах.
Пĕр пулăма палăртса хăварасах килет. Спорт тухтăрĕ Елена Александровна Евстафьева пурччĕ, манпа тăтăшах хутшăнса тĕрлĕ калаçу пуçаратчĕ. Питĕ çывăхчĕ унпа. Хăй ĕçлеме пăрахнă кунне çапла каларĕ: «Артем, ялти тренеру мана пĕлтерме хушманччĕ – халĕ калатăп: кунта килсен вăл сана пăхкаласа тăма сĕнсе хăварнăччĕ. Пĕрмаях интересленсе шăнкăравлатчĕ. Çак таранччен, 18 çул спортра ĕçлетĕп, кун пек тренер курман эп».
– Пиллĕкмĕш çул эсĕ тренер ĕçĕнче. Воспитанниксем çитĕнÿсемпе савăнтараççĕ-и?
– Эпĕ 8-9 классем хыççăн килнĕ 1-мĕш разрядрисемпе ĕçлеме пуçланă. Хальхи вăхăта 5 спорт мастерĕ, 3 кандидат хатĕрленĕ. Вĕсем Пĕтĕм Раççей шайĕнчи ăмăртусенче 10 хут ытла çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ.
– 28-ти спорт чиновникĕн малашнехи тĕллевĕсем мĕнлерех-ши?
– Кабардино-Балкари çамрăкĕпе Аслан Каскуловпа октябрĕн 19-мĕшĕнче Румынире иртекен Европа чемпионатне хатĕрленетпĕр.
Эпĕ тата хулари йывăр атлетика федерацийĕн аслă тренерăн пулăшаканĕ те пулнă май, командăпа тĕрлĕ турнирсенче вăй виçетпĕр. Тĕнче шайĕнчисенче те. Икĕ-виçĕ эрнелĕх сборсене те тухса çÿретпĕр. Спортсменсене хăйсен çул-йĕрне тупма пулăшас пулать. Пултаруллисем пур, ĕçлемелле кăна вĕсемпе.
– Хăвăн хăй вăхăтĕнче Раççей тулашĕнче ăмăртма тÿр килмен-им?
– Результатсене илсен – ăмăртмаллаччĕ. Манран килмест вĕт ăçта та пулин каясси. Тренерăн интерес пулман, хăйĕн çине яваплăх илес килмен пуль.
– Артем, çĕршывăн тĕп хулинче ĕçленине шута илсен эсĕ спортра паллă вырăн йышăнатăн. Кун пек тĕслĕхсем район историйĕнче çукпа пĕрех. Çавăнпа сана чăтăмлăх, ăнăçу сунатăп. Çухалса ан кай, чăваш ятне çÿлте тытса пыр.
– Çапла пултăрччĕ.
Хыçсăмах вырăнне
Артем Курнавăш ялĕнчи Николай Михайловичпа Татьяна Николаевна Сусликовсен 5 ачаллă çемйинчен. Кил пуçлăхĕ колхозра ферма заведующийĕ, механик, мăшăрĕ ялти медпунктра фельдшер пулса ĕçленĕ. Ачисене пĕчĕкрен спорта, сывă пурнăç йĕркине явăçтарнă. Паян вĕсемпе, уйрăмах вăтам ывăлĕпе, чăннипех мăнаçланма пултараççĕ.
Николай МАЛЫШКИН.