Понедельник, 7 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Канăçсăр ĕçчен

Канăçсăр ĕçчен

Уй-хир ĕçĕсем ăнăçлă та кал-кал пырасси хуçалăхри кашни ĕçченрен килет.

Владимир Воронцов «Прогресс» хуçалăхра 1980 çултанпах тăрăшать. Яваплăха туяканскер шаннă тивĕçе яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Кирек хăш техникăна та пăхăнтарать ăста водитель тата механизатор. Ака тата вырма вăхăтĕнче канлĕх мĕнне пĕлмесĕр иртен пуçласа мĕн çĕрлеччен уйра вăл хăйне шанса панă техникăпа. Ĕçне кура хисепĕ. «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ята тивĕçнĕ ĕçчен пĕрле тăрăшакансен хушшинче пысăк хисепре, ертÿçĕсем те яланах кăмăллă унăн ĕçĕпе.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Владимир Воронцов КСУ-1 агрегатпа урпа çулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code