Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ыйту-хурав

Ыйту-хурав

Вăхăта, укçана перекетлет

Эпĕ Шупашкарта пурăнатăп. Ĕпхÿ хулинче пурăннă тăванăмсен хваттерĕ еткере юлчĕ. Хваттерĕн саккунлă хуçи пулас тесен документсене асăннă хулана каймасăрах хатĕрлеме пулать тенине илтнĕччĕ. Çакăн пирки тĕплĕнрех ăнлантарса параймăр-ши?

Э.МИСЯКОВА.

Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кирек хăш регионта, çав шутран питĕ аякра вырнаçнисенче те, куçман пурлăхăн докуменчĕсене çав тăрăха каймасăрах хатĕрлеме ирĕк пур. Раççейĕн кирек хăш кĕтесĕнче хваттер е çĕр лаптăкĕ туянас текенсем те инçе çула тухмасăрах документсене хатĕрлеме пултараççĕ. Ун пек чухне документсене Кадастр палатин филиалĕн /Шупашкар хули, К.Маркс урамĕ, 56 çурт/ специалистне пани те çителĕклĕ. Асăннă меле вырăсла «экстерриториальный принцип» теççĕ. Сăмах май, НФЦсенче документсене çак йĕркепе йышăнмаççĕ.

Кадастр палатин филиалне панă документсене электронлă мелпе куçараççĕ те çыхăнăвăн ятарлă каналĕсемпе объект вырнаçнă регионти регистрацилекен органа ярса параççĕ. Регистрацие çирĕплетекен документа право экспертизи тунă хыççăн ăна каялла ярса параççĕ – заявлени çыракан патне çитереççĕ.

Патшалăх регистрацине куçман пурлăхăн пĕрлехи патшалăх реестрĕн выпискипе çирĕплетеççĕ.

Çак выпискăра регистраци ĕçне пурнăçлакан пирки калакан информаци пур, ăна документсене йышăнакан тата паракан вырăнти регистратор алă пусса çирĕплетет. Ку процедура валли çын хăй пурăнакан регионта документсем хатĕрленипе пĕр пек вăхăт кирлĕ: 12 ĕç кунĕнчен ытла мар /лару-тăрăва кура/.

Ку меслет граждансен вăхăтне, укçине перекетлет. Çавăнпах çак пулăшупа усă курасси те ÿссех пырать. Маларах асăннă управлени кăçалхи 6 уйăхра урăх регионта пурăнакансем çырнă заявленисене тĕпе хурса Чăваш Енре вырнаçнă 2150 объекта регистрациленĕ.

Йышăнма тивĕç-и?

Хамăр республикăри учрежденисенчен пĕрне ĕçе вырнаçнă чух кадрсен пайне хам судпа айăпланманнине ĕнентерекен справкăна, патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă электронлă майпа илнĕскере, патăм. Анчах та кадрсемпе ĕçлекен çын çак документа йышăнасшăн пулмарĕ. Справкăна хут çинче, ШĔМĕн ертÿçи алă пуснине, герблă пичетпе çирĕплетнине, илсе килме ыйтрĕ. Электронлă майпа илнĕ, электронлă цифра мелĕпе алă пусса çирĕплетнĕ справка хутлă документпа пĕр вăйра тăмасть-им?

Д.ДИОМИДОВ.

Ыйтăва ЧР Шалти ĕçсен министерствинчен çапларах хуравларĕç:

– Кун евĕр тĕслĕхсем тĕл пулкалаççĕ организацисенче. Çакна шута илсе РФ Ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх, Цифра аталанăвĕпе çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствисем, РФ ШĔМĕ 2018 çулта пĕрлехи ăнлантару кăларнă – унта кадрсемпе ĕçлекен специалистсем маларах асăннă тĕслĕх – электронлă майпа хатĕрленĕ справкăна йышăнманни право никĕсĕпе çыхăнса тăманнине палăртнă.

Федерацин электронлă мелпе алă пусни çинчен калакан 63-ФЗ саккунĕн 6 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн электронлă мелпе панă информацие, квалификациллĕ электронлă мелпе алă пуснипе çирĕплетнĕскере, электронлă документ тесе йышăнаççĕ. Вăйра тăракан Административлă регламентăн 83-мĕш номерлĕ пункчĕпе килĕшÿллĕн вăл хутлă документ пекех вăйра тăрать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code