Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕл пулу – 50 çул иртсен

Тĕл пулу – 50 çул иртсен

Çирĕп урасем те такăнаççĕ,
Шуралаççĕ сĕм хура çÿçсем.
Çивĕч куçсем те курми пулаççĕ,
Ватăлмаççĕ – ырă чĕресем.

Август уйăхĕнче эпир, 50 çул каялла Лаш Таяпари вăтам шкула пĕтернисем, тĕл пулу ирттертĕмĕр. Икĕ класран 14-н пуçтарăнтăмăр.

Çак ырă туйăм çуратакан тĕл пулăва сăмахпа та каласа пама пĕлмелле мар. 70 çула çитсе пыракансем шкул алăкĕнчен кĕрсенех ачасем пекех шавласа кайрăмăр. Пĕрне-пĕри ыталатпăр, тĕлĕнсе пĕр-пĕрин çине пăхса паллаймасăр тăратпăр, тĕлĕннипе, савăннипе куçсем те нумайăшĕн шывланчĕç, кăмăлсем савăнăçпа тулчĕç.

Малтанах кăштах кулянтăмăр. Хамăра вĕрентнĕ учительсем те нумайăшĕ пиртен уйрăлса кайнă, ăçта пуçтарăнса калаçса лармалла-ши теттĕмĕр. Шкул директорĕпе Ирина Черновăпа телефонпа калаçнă хыççăн пирĕн çунатсем сарăлчĕç, вăл пире шкултах тĕл пулма ирĕк пачĕ.

Эпир хамăр вĕреннĕ классенче пултăмăр, кам хăш парта хушшине ларнине аса илтĕмĕр. Клавдия Всеволодовна Тимофеева класс ертÿçине курсан питĕ хĕпĕртерĕмĕр. Учитель ĕçĕ çăмăл мар, ачасене пĕлÿ парас тесен мĕн чухлĕ чăтăмлăх кирлĕ. Пире вăл урокра ятланине, сасă хăпартса урок ăнлантарнине астумастпăр.

– Ачасем, эсир мана каçарăр, тен, паллăна хĕрхенсе те лартнă пулĕ, паян вара сире пурне те «5» лартнă пулăттăм, – терĕ пирĕн хаклă педагог.

Мĕн пытармалли пур, ашкăнса урока итлеменни те пайтах пулнă. Эпир те учительсенчен каçару ыйтатпăр.

Пире Силуан атте, Петр Теренин шкулăн музейĕпе, директор шкул ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Тав сăмахĕсене тивĕçлех вĕсем.

Çÿçсем шуралнă, утăмсем кĕскелнĕ пулсан та пирĕн ĕмĕтсем пысăк: шкул пĕтернĕренпе 55 çул çитсен те тĕл пулма калаçса татăлтăмăр. Çакăн пек ĕмĕтсене пире шкул директорĕ И.Чернова хăйĕн ăшă кăмăлĕпе кĕтсе илсе тăванла ăсатса яни хавхалантарчĕ. Пире, ватă çынсене, нумай кирлĕ-и? Ахальтен мар ăшă сăмах сиплĕ эмел тесе каламан пулĕ.

Лаш Таяпа шкулĕн алăкĕ яланах уçă пултăр. Педагогсен коллективне çутă малашлăх тата çамрăк ăрăва нумай-нумай çул вĕрентсе шкул чысне малалла упраса пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр.

1969 çулхи выпускниксем.

Сăн ÿкерчĕкре: Лаш Таяпа чиркĕвĕнче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code