Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > ТОП-15 шутне кĕнĕ

ТОП-15 шутне кĕнĕ

«Эксперт РА» рейтинг агентстви Раççейри хуласене экологи, социаллă пурнăç тата управлени кăтартăвĕсем тăрăх хак панă. Шупашкар çĕршывра ТОП-15 шутне кĕнĕ. Атăлçи округĕнче — 2-мĕш вырăнта.

Тĕп хула атмосферăна сиенлекен таса марлăха сахал кăларнăшăн, йывăç-тĕм нумаййишĕн, тавралăха сыхлама пысăк укçа уйăрнăшăн лайăх хака тивĕçнĕ. Чăваш Енре «Экологи» наци проектне пурнăçласа тасатакан сооруженисене реконструкцилеççĕ, çỹп-çап вырăнĕсене рекультивацилеççĕ, халăхăн экологи культурине ỹстерме акцисем, тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Республика пуçлăхĕ О.Николаев пуçарнипе Мордва Республикипе тата Ульяновск облаçĕпе карбон полигонĕсем тума виçĕ енлĕ килĕшỹ çирĕплетнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code