Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шойгупа тĕл пултăмăр

Шойгупа тĕл пултăмăр

Пĕтĕм Раççей шайĕнче World of Tanks компьютер вăййине выляс енĕпе çамрăк армеецсен чемпионачĕн малтанхи тапхăрĕ иртни, унта Курнавăш шкулĕнчи команда та хутшăнса финала тухни, вĕсем тупăшăва çĕршывăн тĕп хулинче тăсасси пирки хаçатра маларах хыпарланăччĕ.

Çак уйăхра «Курнавăш» командăри С.Назаров капитанпа А.Цветков тата А.Ефимов вĕренекенсем тата вĕсене ертсе пыракан педагог А.Ефимова РФ Хĕç-пăшаллă вăйĕсен «Патриот» культурăпа кану паркĕнче пулчĕç. Елчĕксем Пĕтĕм тĕнчери пиллĕкмĕш Çар вăййисемпе килĕшÿллĕн йĕркеленекен ăмăртăвăн финалĕнче 6 регионти чи вăйлă командăсен хушшинче тупăшса 4-мĕш вырăна çĕнсе илчĕç.

Раççей Федерацийĕн Оборона министерстви, Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен «Юнармия» çарпа патриотла юхăм тата компьютер вăййисен пĕрлĕхĕ йĕркелекен турнирăн тĕп тĕллевĕ – çар службин сумне ÿстересси, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи историн ырă тĕслĕхĕсемпе ачасене патриотла воспитани парасси, çĕршывăмăрти йăла-йĕркесене асра тытса упраса пыма хăнăхтарасси.

– Вăйăра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1943 çулхи июль уйăхĕнче Прохоровка çывăхĕнче иртнĕ çапăçусем сăнарланнă. Унта хутшăнакансен тĕп тĕллевĕ – историне пĕлсе вăрçă хирĕнчи техникăпа вырăнлă усă курасси, танкран вăхăтлă персе тăшмана тĕп тăвасси, вырăнсене тĕрĕс суйласси. Мускава кайса килессипе, унта пурăнассипе çыхăннă укçа-тенке чемпионата йĕркелекенсем саплаштарчĕç, электронлă билетсене маларах ярса пачĕç. Мускава çитсенех пире волонтерсем тăван пек кĕтсе илчĕç, кайран ăсатса та ячĕç. Ачасем пĕринчен тепри тăрăшуллă. «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă Сергей Назаров кăçал 11-мĕш класран вĕренсе тухрĕ, халĕ пĕлĕвне И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультечĕн стоматологи уйрăмĕнче малалла тăсĕ. Андрей Ефимов 11-мĕш, Александр Цветков 10-мĕш классене куçрĕç. Вĕсем те вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраççĕ. Йĕкĕтсем спортра та харсăр, шкул шайĕнчи тата ун тулашĕнчи ăмăртусене хастар хутшăнаççĕ, çамрăк армеецсен хушшинче йĕркелекен тупăшусенче – малтисем, палăртать Анфиса Николаевна.

Ачасем Мускавран мĕнле шухăш-туйăмпа таврăнни те интереслентерчĕ пире.

Сергей НАЗАРОВ, команда капитанĕ:

– Чи малтанах çак тупăшăва йĕркелекенсене тав сăмахĕ калас килет. Унта малтанах выляса пăхмалла анчах хутшăнтăмăр. Финала тухнине пĕлнĕ хыççăн пирĕн – çĕршывăмăрăн тĕп хулинчен самай аякра вырнаçнă ялта пурăнакан ачасен – савăнăçĕ мĕнле пулнине кашни вулакан аван ăнланать ĕнтĕ. Финалта 6 регионти вăйлăран та вăйлă командăсен хушшинче тупăшрăмăр. Кашни команда пекех çĕнтерес ĕмĕт пысăкчĕ паллах. Çапах та кулянмастпăр, çивĕч тупăшура тăваттăмĕш вырăна тухни те пирĕншĕн çитĕнÿ. Малти виçĕ вырăна Мускав облаçĕнчи, Калининградри, Ростов облаçĕнчи вĕренекенсем пайларĕç.

Кунта пире тĕрлĕ çар техникипе паллаштарчĕç, Мускав тăрăх кăтартса çÿрерĕç. Уйрăмах кураври çĕнĕ йышши бинокль килĕшрĕ мана. Вăл çывăхран куçпа курса-асăрхаса илме çук япаласене кăтартать.

Андрей ЕФИМОВ:

– Раççей Оборона министрĕпе Сергей Шойгупа тĕл пулни, министерствăн «Патриот» культурăпа кану центрĕнче пулса курни мĕне тăрать! Вăл вырăнсенче çÿренĕ чух мăнаçлăх туйăмĕ çупăрларĕ.

Компьютер вăййисене тĕрĕс суйлама пĕлсен усси те çук мар иккен, анчах йăлтах виçеллĕ те вырăнлă пулмалла.

Александр ЦВЕТКОВ:

– Тупăшу питĕ хĕрÿ иртрĕ. Вăйă тапхăрĕсене тÿрĕ эфир урлă социаллă сетьсенче кăтартнă май пире тус-юлташсем, атте-анне сăнама, пирĕншĕн савăнма тата пăшăрханма пултарчĕç. Чи малтанах эпир Мускав облаçĕн командине 3:1 шутпа парăнтартăмăр. Тепĕр вăйăра хамăра çĕнтерчĕç. 3-мĕш вырăншăн пыракан тупăшура Ростов облаçĕн командине 3:2 шутпа выляса ятăмăр. Çапах та кулянмастпăр, кайса курни питĕ паха. Ытти регионсенчи çамрăксемпе паллашрăмăр.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code