Борис Борлен пĕр тĕл пулура çапла каланăччĕ: «Пултарулăх пĕр енлĕ пулмасть». Çакă Кушкă ялĕнче çут тĕнчене килнĕ Владимир Галошева тÿрремĕнех пырса тивет. Унра – чăваш тĕнчин вун-вун вăрттăнлăхĕ.
– Володя, пултарулăх çулĕ çине епле тăнă-ха эсĕ?
– Эпĕ мĕн пĕчĕкренех искусство енне туртăннă. Юмах, приключениллĕ тата фантастикăлла хайлавсем вулама юратнă май, вĕсене сăнарласа ÿкерме ăнтăлнă. 7-мĕш класран тытăнса «Пионер сасси» /лĕ – «Тантăш»/ хаçатпа çыхăну тытма пуçланă, конкурссене хутшăннă.
– Çырасси вара…
– Вăл та çав вăхăталлах пуçланнă темелле. Фантази пуян пулнăран темĕн те шутласа кăлараттăм. Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ чухне И.И.Одюков профессор занятийĕсем витĕмлĕ пулнă-ши е хам та халăх сăмахлăхĕпе кăсăкланнипе-ши – малашнехи картинăсемпе çыруллă хайлавсем пĕтĕмĕшле чăвашлăхпа, юмах-халаппа анлăн çыхăнчĕç.
– Ÿкересси патнех таврăнар-ха. Эсĕ ÿкеретĕн, пурнăçа сăнарлăн куратăн, çавăн пиркиех пулĕ çын курманнине асăрхатăн, кăткăс ыйтусене хурав пама пултаратăн…
– Тĕрлĕрен пулĕ. Чун-чĕрене каякан ĕçе тума кăмăллă. Çырассинчен те, ÿкерессинчен те аякка пăрăнаймарăм. Тен, çакă, икĕ енĕпе харăсах ĕçлени, уйрăм сферăра çÿллĕрех шая çĕкленме май памарĕ пулĕ.
– Эсĕ кино, фото енĕпе те сулмаклă утăмсем тунине пĕлетпĕр…
– Çапла, ман пурнăçра анимациллĕ, документлă, илемлĕ фильмсем тата тĕрлĕрен клипсем ÿкересси те çирĕпленсе пырать. Вĕсен шучĕ – 20 ытла. «Пирĕн мăн асаттесен тĕнчи» /2011/ фильмпа Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви шкулсенче усă курма ирĕк панă. «Чăваш тĕнчи» ярăмпа ÿкернĕ анимаци фильмĕсене Чăваш наци телекуравĕпе темиçе хут та кăтартнă. Интернетра «МrKusatur» ятлă хамăн канал та пур. Унта фильмсен сыпăкĕсемпе тата нумай видеосюжетпа паллашма пулать.
2015 çулта Чĕмпĕр хулинче тĕнчери кинофестиваль иртнĕ. Унта пирĕн ентеш В.Галошев «Батальон моей Родины» документлă фильмĕпе хутшăннă, ятарлă парнене тивĕçнĕ.
Фильм чăваш ялĕн вăрçă çулĕсенчи саманчĕсене уçса парать. Автор ăна хăйне евĕрлĕ ÿкернĕ. Вăрçă хроникин сĕмĕпе фронтовиксен портречĕсем ылмашăнса пыраççĕ, унтах – вĕсен наградисем, званийĕсем, вăрçа хăçан тухса кайни тата таврăнни çинчен калани пур. Фильмра вăрçă вăхăтĕнчи юрăсемпе усă курнипе пĕрлех вырăнти композиторăн – Николай Карлинăн – юрри те янăрать. Сăмах май, фильма кун-çул кăтартассинче Илья Трофимов таврапĕлÿçĕ те пысăк тÿпе хывнă.
Владимир Петровичăн ĕç биографине илес пулсан çакă курăнать: Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче художник-оформитель, «Тантăш» хаçатра корреспондент, Чăваш патшалăх университетĕнче фотограф, музей пуçлăхĕ, ăслăлăх сотрудникĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн аппаратĕнче консультант пулса ĕçленĕ. Пушă вăхăтра вара чун ыйтнине пурнăçланă. Вăл – вунпĕр кĕнеке авторĕ. Тĕрлĕ журналта уйрăм ÿкерчĕксем, карикатурăсем, шаржсем чылай калăпланă. Вун тăватă курав йĕркеленĕ.
Раççей Журналистсен союзĕн, Чăваш ÿнерçисен пĕрлешĕвĕн членĕ Валентина Леонтьева ячĕллĕ кино тата телепрограммăсен 7 фестивалĕн /Чĕмпĕр/, Пĕтĕм Чăвашсен «Асам» кинофестивалĕн /Шупашкар/ диломĕсене тивĕçнĕ.