Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Меллĕ те, перекетлĕ те

Меллĕ те, перекетлĕ те

Ялта, уйрăм кил-çуртра рехетленсе пурăниччен малтан пит нумай вăй хумалла. Хуçалăха çирĕп тытса пырас тесен вара, ваттисем калашле, ĕмĕр тăршшĕпех кашни кун пĕр пăта çапмалла.

Атте-аннесем çурт-йĕр, хуралтă хăпартнă вăхăтрипе танлаштарсан, нимĕн те калаймăн, хальхи пурнăç пачах урăхла. Ун чухне строительство материалĕсене пĕрин хыççăн теприне темиçе çул саппасланă-пухнă. Унсăрăн пысăк ĕçе ниепле те пикенме пултарайман. Мĕншĕн тесен вĕсене ирĕккĕн тупса туянма май пулман-çке. Халĕ пăта-шурупран пуçласа хăма-кирпĕч, тĕрлĕ йышши калай-черепица таранах – пурне те пĕр лавккаран – пĕр алăран туянма пулать. Мĕн пур йышши стройматериалпа суту-илÿ тăвакан, халăх кăмăлне каймалла, туллин тивĕçтерекен вырăнсем Елчĕкре те пурри, пушшех, меллĕ – Шупашкара кайса çул çинче вăхăта ирттересси çук.

Нумаях пулмасть кирпĕч çурта тĕплĕн юсаса çĕнетме шут тытнă май, хамăн кÿршĕсем те маларах Владимир Ершов уйрăм предпринимателĕн «Арсенал» лавккинчен чылай стройматериал туянни, тавар пахалăхĕ, хаксем те тивĕçтермелле пулни çинчен каласа кăтартнине аса илсе, унта çитрĕм. Эпĕ мĕн туянас тени – çуртăн мал енне çĕнетмелли ятарлă материал, ăшăткăç ?утеплитель/, шыв юххи, черепица – Катепал йышши, витререн тăкнă пек çумăр çунă, вăйлă çил шакканă чухнехи сасса та чарса тăракан çемçе йышши çи витти, хама кирлĕ тата ытти мĕн пур тавар кунта пуррине пĕлтĕм. Владимир Ершов вĕсене кĕске вăхăтра кÿрсе пама пулчĕ. Хакĕ пирки калаçса татăлтăмăр. Стройматериалсене ушкăнпа туяннăран, укçа-тенке самай перекетлеме те пулчĕ.

«Арсенал» лавккара электричество таварĕсем, лак-краскăсем, хуçалăхра усă курма кирлĕ ытти темĕн тĕрлĕ япала та пур – суйласа илме анчах пĕл. Хуçисем те тараватлă, Ершовсем – Владимирпа Татьяна тавар туянакана пулăшма, ăнлантарма яланах хатĕр.

Д.ГРИГОРЬЕВ,
Елчĕк ялĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: Владимир Ершов уйрăм предприниматель тавар туянакансене яланах хаваслă йăл кулăпа кĕтсе илет, ăсатса ярать

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code