Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кăçал тĕрев тата çирĕпрех

Кăçал тĕрев тата çирĕпрех

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ:

Республикăра аграрисене пулăшмалли майсем анлă. Анчах ял хуçалăх производствине хутшăнакансем пурте вĕсемпе усă кураççĕ тата пурнăç ыйтакан çулпа каяççĕ теме пултараймастпăр. Мĕн пур ресурспа тухăçлă усă курас тĕллевпе муниципалитетсен ертỹçисене АПКри кашни субъекта, çав шутра пĕтĕм фермера, шута кĕртмеллине аса илтеретпĕр. Ялсенче çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, çынсене лайăх шалу тỹлеме ял хуçалăх продукцийĕнчен апат-çимĕç хатĕрлемелли цехсемпе заводсем тумалла. Вĕсене çулталăк тăршшĕпех ĕçлеттерни, ĕç вырăнĕсене упраса хăварни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕллеве пурнăçлама пирĕн майсем çителĕклех. Чăваш Енре ăнăçлă ĕçлекен агроагрегаторсем пур. Вырăнти фермерсенчен продукци туянса хуласенче пурăнакансене тивĕçтерсе тăраççĕ. Ăна суту-илỹ организацийĕсене сутнипе пĕрлех тирпейлекен, апат-çимĕç хатĕрлекен предприятисене парса тăни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пуçару вăй илтĕр тесе эпир ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсене патшалăх пулăшăвĕпе хавхалантарсах тăрăпăр.

Çакăн çинчен Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн, Правительствăн агропром ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕн тата Республика Пуçлăхĕ çумĕнчи черетлĕ аслă экономика канашĕн пĕрлехи ларăвĕнче пĕлтернĕ.

Çав шутран культурăсене акма тата пухса кĕртме — 1,2 млрд (патшалăх пулăшăвĕн 27 мери), выльăхран продукци илме 874,9 млн тенкĕ (15 енĕпе) куçарĕç. Техника туянса курнă тăкакăн пĕр пайне саплаштарма 300 млн тенкĕ уйăрĕç. Иртнĕ 5 çулта хуçалăхсем 14,2 млрд тенкĕлĕх 4958 единица техника туяннă. Çав укçан пысăк пайĕ, 5,6 млрд тенки, республика бюджетĕнчен. Техника хăвачĕ 2019 çулта кашни 100 гектар çĕр пуçне 111 лаша вăйĕпе танлашнă, 2025 çул вĕçĕ тĕлне вăл 169 лаша вăйĕ таран хушăннă.

Вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев Правительство кăçал та ял хуçалăх продукцийĕнчен апат-çимĕç объекчĕсем туса, вĕсене модернизацилесе тỹснĕ тăкакăн пĕр пайне саплаштарма пулăшу 30: таран парассине пĕлтернĕ.

Патшалăх пĕчĕк хуçалăхсене те тĕревлĕ. Вĕсем «Агростартап» тата «Çемье фермисем» гранта тивĕçĕç. Республикăра туса илнĕ ял хуçалăх продукцийĕн 39: — кил хуçалăхĕсен тỹпи. Вĕсене, хăйсен ĕçне йĕркелекенскерсене, 11 енĕпе пулăшма палăртнă, çав тĕллеве пурнăçлама республика бюджетĕнче 98 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Кашни кил хуçалăхне аталантармашкăн 700 пин тенкĕ таран пама пултараççĕ.

Ĕне тата тына усрама уйăракан субсиди виçи пысăкланĕ. Кашни ĕнешĕн (тынашăн) пĕлтĕр 5500 тенкĕ уйăрнă, кăçал 7300 тенкĕ таран тивĕ. Икĕ ĕне тытнă пулсан иртнĕ çул кашнишĕн 6500 тенкĕ илнĕ, 2026 çулта вара 8600 тенкĕ таран куçарĕç. Виçĕ е ытларах ĕне усракансене кăçал кашнишĕн 10 пин тенкĕ таран парĕç.

Ял хуçалăх отраслĕпе территорийĕсене аталантарма бюджетра 2026 çул валли укçа пĕлтĕрхинчен ытларах — 9,3 млрд тенкĕ — пăхса хунă. Çав шутра ял хуçалăхне тивекен тỹпе — 5,5 млрд тенкĕ. АПК тата ял территорийĕсем кăçал 2021 çулхинчен укçа 2,1 хут нумайрах илĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code