Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Право пулăшăвĕ панă

Право пулăшăвĕ панă

Чỹк уйăхĕн 20-мĕшĕнче — ачасене право пулăшăвĕ памалли кун республикăри ялсемпе хуласенчи нумай функциллĕ центрсенче, вĕренỹ учрежденийĕсенче, ача çурчĕсенче, çул çитменнисен социаллă реабилитаци центрĕсенче ачасене тỹлевсĕр право пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе тĕрлĕ мероприяти иртнĕ.

Çак кун пирĕн районта ачасен прависемпе интересĕсене, ирĕкĕсене хỹтĕлессипе çыхăннă ыйтусемпе ачасене тата ашшĕ-амăшне 9 сехетрен пуçласа 17 сехетчен район администрацийĕн 14-мĕш тата 19-мĕш пỹлĕмĕсенче, нумай функциллĕ центрта тĕрлĕ специалистсем йышăннă, вĕренỹ учрежденийĕсенче правăпа çыхăннă темăсемпе уроксем тата класс сехечĕсем иртнĕ.

Район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн специалисчĕсем Ирина Алексеевăпа Алена Арефьева, Елчĕкри полици пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенин инспекторĕ Людмила Егорова, халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр специалисчĕ Зинаида Орлова, район администрацийĕн çул çитменнисемпе тата вĕсен прависене хỹтĕлессипе ĕçлекен комиссин секретарĕ Любовь Александрова, Елчĕк район прокурорĕн пулăшуçи Ксения Яндимиркина, Андрей Воробьев адвокат тата Руфина Воронцова нотариус граждансен ыйтăвĕсем çине хуравланисĕр пуçне вĕсене кĕскен саккунсен пуххипе те паллаштарнă.

Л.ВИКТОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code