Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Эпир — виççĕмĕш

Эпир — виççĕмĕш

«Улăп» ФОКра Чăваш Ен чемпионачĕн волейболла выляс енĕпе иккĕмĕш лигăн ăмăртăвĕ иртнĕ.

Унта Елчĕк, Патăрьел, Комсомольски районĕсен, Канаш хулинчи, Комсомольски районĕнчи Урмаел ялĕн командисем хутшăннă. Ăмăртура пĕлтĕрхи иккĕмĕш лигăри çĕнтерỹçĕсем, Канашсем мала тухнă. Иккĕмĕш вырăнта — Комсомольскинчи «Кубня» ушкăн. Виççĕмĕш вырăна пирĕн район команди (капитанĕ — Петр Дуткин) тивĕçлипе çĕнсе илнĕ.

Ноябрĕн 26-мĕшĕнче Патăрьелĕнче волейбол вăййин виççĕмĕш тапхăрĕ иртет. Елчĕксен пĕрлештернĕ команди унта район чысне тивĕçлипе хỹтĕлессе шанас килет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code