Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çамрăклăхри вăр-варлăхне çухатман

Çамрăклăхри вăр-варлăхне çухатман

Шăмалак ялĕнче пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранне Роза Львовăна 80 çула çитнĕ тесе никам та калаймĕ. Роза Филипповна хăйĕн çулĕсене кура мар вăр-вар та маттур, çирĕп ăс-тăнпа пурăнать, хаçат-журнал нумай çырăнса илет. Чи малтанах «Елчĕк ен» хаçата алла илет, район хыпарĕсенчен тăрса юласшăн мар вăл.

– Роза Филипповна, мĕн çĕнни пур район хаçатĕнче, паллаштарма вăхăту пур-и? – тесе шăнкăравлаççĕ хăйĕнчен аслăраххисем ăна почтальон хаçат парса хăварнă хыççăнах.

– Самана таппипе тан утать хаçат. Çĕнни темĕн те пур. Акă, хамăр пек аслă ăрури хĕрарăмăн кун-çулне çырса кăтартнă. Пирĕн пеккисем мĕнле ирттереççĕ-ха ватлăха? Çакă кăсăклă, – тет вăл.

Ÿркенмест, хаçат çинчи статьясемпе паллаштарать вăл тантăшĕсене. Хур нумай усранăран чĕпĕсем пăхнă чухне вара сак çинче ларакан кинемисене сасăпах вуласа парать çĕнĕ хыпарсене. Ĕлĕкхилле каласан, хальхи пурнăç уттипе тан пыракан пропагандист библиотекăра йĕркеленĕ фитнес-клуба та чун туртнипе çÿрет. Скакалкăпа сиксе ăна çитекенни те пулман. Пĕр такăнмасăр 100 хутчен сикме пултарать.

– Çамрăк чухне ташлама юрататтăмччĕ те – шăм-шакка хускатса тăрасах килет. Юлашки вăхăтра ку хăнăхăва пăрахма тиврĕ, урасем ватлăха туяççĕ, – тет вăл.

Ялти хисеплĕ ватăн телефонĕ тепĕр чухне ир пуçласа каçчен те шăпланмасть. Акă, Зоя тантăшĕ шăнкăравлать: вăл çĕнĕ сăвă çырнă та ăна вуласа парасшăн. 40 çул ачасене вĕрентнĕ педагог сăвă виçисене лайăх пĕлет, тантăшне нумай сĕнÿ-канашпа пулăшать. Кашни çынпа пĕр чĕлхе тупать Роза Филипповна.

Тÿскел ялĕнче йышлă çемьере ÿснĕ Роза вăтам шкул пĕтерсен Елчĕкри инкубаторта ĕçленĕ. Кăштах укçа ĕçлесе илсен шкулта лайăх паллăсемпе вĕреннĕ хĕр, уйрăмах математикăна кăмăлланăран, вĕрентекен пулас ĕмĕтпе Шупашкара каякан автобус çине ларнă. Çулĕ çывăх мар, хĕр халĕччен инçете транспортпа кайса курманран кăмăлĕ пăтраннă, куçĕ хуралса килнĕ. Çапла вара инçе çула начар тÿссе ирттернĕрен Канаш вокзалĕнче анса юлнă. Халĕ мĕн тумалла; Яла каялла таврăнсан пĕлĕве малалла ÿстереймĕн. Çирĕп кăмăллăскер нумай шутласа тăман, тÿрех Канашри педагогика училищине утнă. Мал ĕмĕтлĕ хĕр унта çăмăллăнах вĕренме кĕнĕ. Виçĕ çул хăвăрттăн шуса иртнĕ. Алла диплом илнĕ çамрăк педагог тăван района таврăннă. 1961 çулхи вĕренÿ çулне Роза Филипповна Шăмалакри сакăр çул вĕренмелли шкулта пуçланă. Пуçламăш классен учительницин ĕçĕ çăмăл тееймĕн: пĕлÿ тĕнчине пĕрремĕш утăмсем тăвакан ачана мĕн кăна вĕрентмелле мар. Йышĕ те пĕчĕк мар – класра 30 ытла вĕренекен. Кашнине юратса та лăпкаса, кирлĕ пулсан çирĕппĕн ыйтса та, пĕлÿ панă, вулама, çырма, шутлама вĕрентнисĕр пуçне пурнăç йĕркине те хăнăхтарнă. Хăй çивĕч те пултаруллă пулнăран пĕчĕкскерсене юрă-ташă илемне туйма та хăнăхтарнă. Вăхăт ирт-нĕçемĕн унăн вĕренекенĕсем районти тĕрлĕ конкурссене хутшăнма пуçланă. Паян та инçе çул хăратать те, иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш-çитмĕлмĕш çулĕсенче Шăмалакран район центрне çитесси чĕр нушах пулнă. Чи лайăх транспорт – лаша. Йывăрлăхран хăраман учительница лавçăсем тытса ачасене района ташлама е юрлама илсе кайса килнĕ. Ялтан инçете тухса курман шĕвĕрккесемшĕн Елчĕке килни чăн-чăн уяв пулнă. Хăйсене кăтартни кăна мар, ыттисемпе паллашни, вĕсен пултарулăхне тишкерни пысăк пĕлтерĕшлине ăнланнă харсăр, лара-тăра пĕлмен учитель.

Каярахпа Р.Львова вĕрентекен ачасене районти тĕрлĕ уявсене йыхравлама пуçланă. Тĕрлĕ халăх ташшисене лартаканĕ, юрлама вĕрентекенĕ те хăех пулнă.

– Канаш педучилищи яланах студентсене тарăн пĕлÿ панипе палăрса тăнă. Унтан вĕреннисем тĕрлĕ енлĕ, анлă тавра курăмлă специалистсем пулса тухнă, – пĕлтерет Роза Филипповна сăпайлăн кăна.

Ачасемпе кăна мар, шкул коллективне те çĕнĕ варкăш илсе кĕнĕ çамрăк педагог. Шкулта вăл учительсенчен, ачасенчен художество пултарулăх ушкăнĕ йĕркеленĕ. Вĕсем вара ялта кăна мар, ун тулашĕнче те концертсем кăтартнă. Ялти комсомолецсем хăйсен вожакĕ пулма та суйланă çивĕч те тÿрĕ кăмăллă, ÿркенмен хĕре.

Ялти обществăлла ĕçсенче харсăрскере район, ял Совечĕсен депутатне пĕрре мар суйланă. Вĕрентÿ ĕçĕнчи ăсталăхшăн Роза Львовăна «Аслă учитель» ят панă. Çĕршыв, республика шайĕнчи грамотăсем те йышлă унăн. Вĕсене типтерлĕн упрать ял-йыш хисепне тивĕçнĕ тăрăшуллă вĕрентекен.

Халĕ те: «Роза Филипповна, хамăр ватăлтăмăр пулсан та юрру-ташшу асрах-ха», – тесе каланине час-часах илтет вăл.

Е тата хăй вĕрентнĕ ачасем ăшă кăмăлпа килсе çÿрени, инçетрисем хĕрÿллĕ салам каласа яни унăн чун-чĕрине мĕнле туйăмпа ăшăтнине калама кирлех-ши? Апла пулсан чун-чĕре ăшшине, пĕлĕве пурнăç калчисене çĕршыва юрăхлă çын тăвассишĕн пани ахаль пулман.

Яла килнĕ çамрăк та çирĕп кăмăллă, пултарулăхĕпе тыткăнлакан маттур учителе клубран каччăсем хваттерне çити ăсатса ярасшăн çуннă, анчах хĕре каччăсем интереслентермен. Вăхăт иртнĕçемĕн кăна Турă çырни Шăмалакрах пулнине чун-чĕрипе туйнă Роза Владимир Львова качча тухнă. Пăвари техника училищине, каярахпа Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне пĕтернĕ Владимир Дмитриевичпа Роза Филипповна килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса пурăннă. Шел, темиçе çул каялла йывăр чире пула пурнăçран уйрăлса кайнă савнă мăшăрĕ. Унтанпа пĕчченех пурăнать.

Львовсем виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Асли, Валентина, Шупашкарта медицина страховани компанийĕн пай начальникĕнче тăрăшать. Валера, ашшĕ пекех техникăна юратаканскер, ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухсан малтан карьерта, халĕ «Яманчурино» ОООра инженер-механикра тăрăшать. Ялтах хунав янăран амăшне тăтăшах пулăшать унăн çемйи. Кĕçĕнни, Дмитрий, аслă шкулта педагог пĕлĕвне илнĕскер, хăйне çар ĕçĕнче тĕрĕсленĕ.

Роза Филипповнăн 5 мăнук, 4 кĕçĕн мăнук. Вĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнать вăл. Уявсенче асламăш-кукамăшĕ патне васкаççĕ вĕсем.

Хисеплĕ ватă ылтăн кĕркуннене питĕ кăмăллать: епле илемлĕ çывăхри вăрман. Йывăçсем тĕрлĕ тĕслĕ тум тăхăннă. Юратнă ял çынни кăмпана васкать, теприсем «карчăк ăшшинче» пахчари юлашки ĕçсене вĕçлесшĕн. Çу каçса канлĕх мĕнне пĕлмен Роза Филипповна хĕлле ытларах ал ĕçĕпе ларма, хăнана килекен ачисемпе мăнукĕсене тутлă кукăль-пÿремечпе, хăй хатĕрленĕ варенипе сăйлама, хăй çыхнă япаласемпе савăнтарма ĕмĕтленет…

В.СМИРНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Р.Львова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code