Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Январь çурриччен туянса ĕлкĕрмелле

Январь çурриччен туянса ĕлкĕрмелле

2019 çулхи январь уйăхĕнче Раççейре пурăнакан халăх патне цифрăллă хыпарлав çитет. Çынсем çакăн валли кирлĕ оборудование вăхăтра туянса ĕлкĕрччĕр тесе аналоглă хыпарлава малтан палăртнинчен икĕ эрне каярах ĕçлеттерме чарăнаççĕ. Çапла майпа федераци телеканалĕсене малтанхи форматпа 2019 çулхи январь уйăхĕн 14-15-мĕшĕсемччен пăхма пулать.

Çакăн пирки РФ Цифра аталанăвĕн, çыхăнупа массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Алексей Волин «Известия» хаçата панă интервьюра пĕлтернĕ. «Чи йÿнĕ цифрăллă приставка паян 700-800 тенкĕ тăрать. Цифрăллă эфир телекуравĕн тĕллевĕ – Раççейре пурăнакан кашни гражданина çĕршывăн кирек хăш кĕтесĕнче те пĕрремĕш тата иккĕмĕш мультиплекссенчи 20 телекурав каналне тÿлевсĕрех пăхма май туса парасси. Çакăншăн нимĕнле абонент тÿлевĕ те пулмасть», – палăртнă Алексей Константинович.

Аса илтеретпĕр: хальхи йышши телевизорпа /шалта DVB-Т2 модуль пуррипе/ цифрăллă эфир телекуравне тÿлевсĕрех пăхас тесен дециметрлă диапазонлă антенна çеç кирлĕ. Енчен те телевизорăн DVB-Т2 модуль çук тăк цифрăллă приставка туянмалла. Çак утăма январĕн 14-15-мĕшĕсемччен туса ĕлкĕреймесен федераци телеканалĕсем вырăнне хура экран çеç курăнать.

Чăваш Енре пĕрремĕш мультиплексăн 10 телеканалĕпе пур çĕрте те тенĕ пекех пăхма пулать. Пĕрремĕш мультиплекса «Первый канал», «Россия 1», «Матч ТВ», НТВ, «Петербург – 5 канал», «Россия- Культура», «Россия – 24», «Карусель», ОТР, «ТВ ЦЕНТР- Москва» тата 3 радиоканал /«Вести ФМ», «Радио России», «Радио Маяк»/ кĕреççĕ. 2018 çул вĕçĕнче иккĕмĕш мультиплекса кĕрекен телеканалсене те /«РЕН ТВ», «Спас», «СТС», «Домашний», «Пятница», «Звезда», «Мир», «ТНТ», «Муз-ТВ», «ТВ -3»/ пăхма май пулать. Хальлĕхе ăна Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче хута янă.

«Чăваш ЕН» ПТРК телеканалĕсем цифрăллă эфир телекуравĕн пĕрремĕш мультиплексне кĕнĕ. Вырăнти хыпарсемпе кăларăмсене цифрăллă форматпа «Россия 1», «Россия 24» телеканалсемпе пăхма тата «Радио России» радиоэфирĕнче итлеме пулать.

Цифрăллă эфир телекуравĕ – телекуравăн хальхи йышши технологийĕ. Цифрăллă сигнал тĕрлĕ чăрмав тĕлĕшĕпе чăтăмлă, çавна май сасă тата ÿкерчĕксем пысăк пахалăхпа пулаççĕ. «Цифра» çине куçассипе çыхăннă ыйтусене смотрицифру.рф сайтра тата «хĕрÿ лини» телефонĕпе 8-800-220-20-02 уçăмлатма май пур.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code