Понедельник, 20 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республикăра

Республикăра

Уява хатĕрленеççĕ

Çитес çул республика Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине паллă тума хатĕрленет.

Йĕркелÿ комитечĕ çак ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă ларура пăхса тухнă. Вăл юбилее хатĕрленнĕ май культура учрежденийĕсене, вĕренÿ, медицина организацийĕсене тĕпрен юсама, çĕннисене хута яма палăртни çинчен пĕлтернĕ. Çавăн пекех ялсемпе хуласене хăтлăх кĕртесси, тирпейлесси, илемлетесси – уяв умĕнхи тĕллевсенчен шутĕнче.

Çак тапхăрта республикăра çĕр-çĕр, çав шутран 37-шĕ Раççей, тĕнче шайĕнчисем, мероприяти иртмелле. РФ Президенчĕн хушăвĕпе Чăваш культурин кунĕсене регионсенче те йĕркелĕç. Кăçал – Крымра, Пушкăртра, Самар облаçĕнче, килес çул – Мускавра, Питĕрте, Тутарстанра, Ульяновск облаçĕнче, Беларуçре.

Февраль уйăхĕнче вара республикăри муниципалитетсенче уяв мероприятийĕсем пуçланĕç.

Çĕнĕ министр

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан власть органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура пухăннисене ЧР Шалти ĕçсен министерствин çĕнĕ ертÿçипе Виктор Шметковпа паллаштарнă.

Виктор Шметков 1963 çулта Астраханьте çуралнă. Кунта куçариччен Волгоград облаçĕн Шалти ĕçсен управленийĕн пуçлăхĕн çумĕнче ĕçленĕ.

Ватăсен кунне халалланă

Сентябрĕн 26-мĕшĕнче РФ Президенчĕн Чăваш Республикинчи йышăну пÿлĕмĕнче «хĕрÿ лини» йĕркелеççĕ.

Ведомствăсем хушшинчи «хĕрÿ линие» Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунне халалланă. Ыйтусене 8 /8352/ 39-36-81 телефонпа 10-12 сехетсенче йышăнаççĕ. Вĕсене РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн, ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин, Тĕп медицинăпа социаллă экпертиза бюровĕн, РФ Социаллă страховани тата РФ Обязательнăй медицина страхованийĕн фончĕсен Чăваш Енри управленийĕсен ертÿçисем хуравлĕç.

Чăваш Еншĕн сасăлар

ТурСтат портал Раççейри хăш региона туристсем мĕн енĕпе ытларах килĕштернине палăртма ыйтăм хатĕрленĕ.

Апат-çимĕç туризмĕ енĕпе Чăваш Ен, Алтай, Краснодар, Ставрополь крайĕсем, Калининград облаçĕ хальлĕхе малта пыраççĕ. Ыйтăма хутшăннисенчен чылайăшĕ Забайкалье экологи канăвĕ валли ăнăçлă пулнине, Удмурт Республики культура еткерлĕхĕпе пуяннине, Мурманск облаçĕ тĕрлĕ тĕлĕнтермĕшсемпе кĕтсе илнине, Ленинград облаçĕнчи экскурсисем пысăк шайра иртнине палăртнă.

National Geographic сайтри сасăлав октябрĕн 12-мĕшĕччен пырать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code