Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хастарлăхĕ иксĕлми

Хастарлăхĕ иксĕлми

Чăваш хĕрарăмĕн хастарлăхĕнчен тĕлĕнмелли çук ĕнтĕ. Вăл кирек хăш отрасльте те чунне парса тăрăшать, кил-çурт ăшшине упрать, ачи-пăчине пурнăç çулĕ çине хатĕрлет, общество ĕçĕнче çунса-вĕресе тăрать. Тăрмăш хĕрĕ – Анисия Игнатьева-Чапуркина /псевдонимĕ Роза Анисси/ пирки те çакнах калама пулать.

Вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне /1992/, аспирантура /2015/ пĕтернĕскер, Шупашкарти 12-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхи вĕрентет, учительсен династийĕн 370 çуллăх стажне малалла тăсать. Аслă категориллĕ педагог 2002 çултанпа хулари Ленин районĕнчи тăван чĕлхене вĕрентекенсен меслетлĕх пĕрлешĕвне ерт-се пырать. 2004 çултанпа Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче те тăрăшать: аслă преподаватель. Вăлах Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн членĕ, «Г.Н.Волков академикăн чун-чĕм эткерлĕхĕ» лабораторин ертÿçи, чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ÿнер академийĕн тата Раççей Журналисчĕсен пĕрлĕхĕн членĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн Пухăвĕн, Раççей Федерацийĕн Наука тата вĕренÿ министерствин Хисеп грамотисемпе, медальсемпе наградăланă.

Анисия Павловна чăваш халăхĕн ĕмĕрхи ăс-хакăлне, йăли-йĕркине, кăмăл-сипетне тишкернĕ май, унăн иксĕлми çÿпçинчи тĕлĕнмелли пуянлăха, тарăн шухăша паянхи пурнăçа кĕртсе çитĕнекен ăру патне çитерме тăрăшать. Халăх вĕрентĕвĕн авалхи йĕркисемпе паянхи вĕрентÿпе усă курма çул-йĕрсем шырать. Пĕтĕм тĕнчере ят илнĕ Г.Волков ăсчах ĕçĕсемпе кăсăкланнăран, ăна асра тытса хăй ĕçлекен шкулта кашни çул ĕçтешĕсем валли конференци ирттерет. Пĕлтĕр вăл, тĕслĕхрен, «В.А.Сухомлинскипе Г.Н.Волков халăх педагогĕсен эткерлĕхне шкул ĕçĕ-хĕлĕнче пурнăçа кĕртесси» ятпа пулнă. Вырăс чĕлхиллĕ шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕн этнопедагогика компетенцийĕн тĕп енĕсене, унăн пĕтĕмĕшле сăн-сăпачĕ педагогика, психологи енчен мĕнле пулмаллине тĕпчет. Академикăн ĕçĕсене паянхи кун шкулта вăй хуракан кашни педагогăн пĕпмеллех, пурнăçласа пымаллах тесе шутлать вăл. Çакна тĕпе хурса 2013 çулта «Юратан тăк – пĕлетĕн» монографи пичетлесе кăларнă. Унăн хаçат-журналсенче, ăслăлăхпа практика конференцийĕн статйисен пуххинче кун çути курнă 70 ытла материал халăх педагогикин меслетлĕх никĕсĕсемпе вĕрентÿ процесĕн лару-тăрăвне шута илсе кирлĕ пек усă курма хистеççĕ.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ сăмахпа çыру ăсти кăна мар, вăл баян та калать.

– Çакă вĕренÿ процесĕнче те, класс тулашĕнче мероприятисем ирттернĕ чухне те питĕ пулăшать, – хĕпĕртÿллĕн пĕлтерет Ансисия Павловна. – Аслă шкулччен эпĕ Канашри педагогика училищинче вĕреннĕччĕ, унта кĕçĕн классен пулас учителĕсене музыка пĕлĕвĕ те параççĕ…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code