Турхан ялĕ Елчĕк районĕн хĕвеланăç пайĕнче, Кĕçĕн Пăла юханшывĕн сулахай енче вырнаçнă. 40 ытла киллĕ тăрăхран сахал мар ăслăлăх ĕçченĕсем, ÿнерçĕсем, çар çыннисем тухнă. Пĕртăван Турхансен – çыравçăсен ячĕсем кăна мĕне тăраççĕ!
Чи асли – Якку /1874-1938/ – сăвăсем çырма XIX ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнчех тытăннă. Чăваш поэзийĕнче пейзаж тата философи лирикине никĕсленĕ. «Варуççи» поэма, евангели мотивĕсемлĕ сăвăсен авторĕ.
Хĕветĕр /1876-1932/ чăваш поэзийĕнче лирика жанрне пуçараканĕ, куçаруçă.
Энтри /1888-1972/ чăваш поэзине Çеçпĕл Мишшинчен вунă çул маларах силлабо-тоника тытăмне кĕртнипе, чи пирвай чăваш историйĕн кĕске очеркне çырнипе, революци юррисене тăван чĕлхене куçарнипе /1915/ паллă. Вăл сăвăсемсĕр пуçне пьесăсем те çырнă. Ж.Мольер, Добролюбов, К.Тетмайер, Фон Паэкен, З.Мансуров хайлавĕсене чăвашла куçарнă.
Пĕртăвансен иксĕлми пултарулăхне шута илсе 2017 çулхи авăн уйăхĕнче Турхан ялĕнче палăк уçнă.
…Турхансен ăс-хакăл эстафетине малалла тăсаканĕ – Евгений, Энтри ывăлĕ. Вăл Вăрнарти совхоз-техникумран, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. 1970-1972 çулсенче çар тивĕçне пурнăçланă. Тĕрлĕ сферăра «хура» ĕçре вăй хунă.
1976 çултанпа Евгений Андреевич – сăмахлăх лаççинче. 20 çула яхăн Патăрьел районĕн «Авангард», çав тапхăртах чăваш регионĕсен «Самана» хаçачĕсенче тĕрлĕ должноçра тимленĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче калем çивĕчлĕхĕ, чĕлхе-сăмах пуянлăхĕ уйрăмах сулăмланнă унăн. Хусанти «Сувар», «Казанские ведомости» хаçатсенче статья-очерк çырнипе çеç çырлахмасть вăл, «шултăра» жанрсем çине «куç хывать»: «Пăла таврашĕнче» поэма, «Хăрушă чир» повеç, «Чĕрĕлĕх шывĕ» роман сăмах ăстин пултарулăхне уйрăмах курăмлатаççĕ. Вырăс тата тутар писателĕсем Владимир Корчагин, Рафаэл Мустафин, Равиль Файзуллин, Кави Латып, Рустам Кутуй, Ахат Гафар та пысăк хак панă унăн ĕçĕсене.
Е.Турхан – Раççей Журналисчĕсен /1982/, Тутарстан çыравçисен /2003/ пĕрлĕхĕсен пайташĕ, Митта Ваçлейĕ, Алексей Талвир, Иван Патмар, Кашкăр Махмучĕ ячĕллĕ премисен лауреачĕ.
Канăçсăр çыравçă кулăш çаврăмĕсем те ăнăçлă калăплать. Тĕп сăнар – Кукша Кĕркурийĕ тавра вунă çул ытла «Сувар» хаçатра шÿтлĕ, йĕплĕ хайлавсем пичетлет.
«Талантлă çын пĕтĕм енĕпе талантлă», – теççĕ халăхра. Евгений Андреевич та çавах. Куçаруçă, сăвăç, таврапĕлÿçĕ хăйне сцена çинче пиçсе çитнине те чылай çул çирĕплетет: «Айдар», «Кай, кай Ивана», «Шикли шикленнĕ-кĕрĕк пĕркеннĕ», «Хуняма» тата ытти спектакльте тĕп рольсене вылянă.
Е.Турханăн пултарулăхне Н.Ашмарин, Г.Вантер, И.Патмар, Н.Никольский орден-медалĕсемпе хакланă.