Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Армрестлинг

Шупашкарта иртнĕ чемпионатра Елчĕксем иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Пирĕн спортсменсем тĕп хула атлечĕсене кăна мала янă. Елена Портнова, Татьяна Воронова, Павел Яшин хăйсен виçисенче чемпион пулса тăнă. Димитрий Самсоновпа Татьяна Журавлева 2-мĕш кăтартупа савăнтарнă.

Акватлон

Патăрьелте районăн уçă первенстви иртнĕ. Тăватă муниципалитетран хутшăннă 80 спортсмен хушшинче пирĕн ентешсем те çухалса кайман.

Александр Купташкин тренер ертсе пынипе атлетсем çуран чупассипе тата шывра ишессипе тупăшнă. Кашнинчех ăннă вĕсене. Чи пултаруллисем – Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекен Александра Обручковăпа Богдан Дудкин дипломсемпе медальсене çеç мар, кубоксене те тивĕçнĕ. Илья Скворцов, Юлия Краснова, Александр Морозов, Вадим Егоров, Сергей Теллин – призерсем.

Кире пуканĕ

йăтассипе Хăвăлçырма ялĕнчи СССР спорт мастерĕсен – пĕртăван Алексейпе Андрей Трофимовсен парнисене çĕнсе илессишĕн район первенствинче Елчĕк тата Патреккел шкулĕсен командисем çĕнтернĕ.

Турнирта Елчĕксен ÿсĕмĕ уйрăмах сумлă пулнă. Вĕсем 17 виçе категорийĕнчен 12-шĕнче «ылтăна» тивĕçнĕ, 4-шĕ призерсен йышне кĕнĕ.

Футбол

«Çамрăклăх» Кубокне çĕнсе илессишĕн аслă классенче вĕренекенсем çулсерен хастар хутшăнаççĕ.

Кăçал «Ырзамай» паркĕнче иртнĕ турнирта футбол вăййине питĕ юратакан Лаш Таяпасем палăрнă. Командăри Данил Ильин «Чи лайăх хÿтĕлекен» ята тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code