Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Укçине тÿленĕ, таварне илеймен

Укçине тÿленĕ, таварне илеймен

Юлашки вăхăтра преступниксем ют карттăсем çинчен укçа-тенкĕ вăрланă тĕслĕхсем йышлансах пыни пăшăрхантарать. Шел пулин те, теприне çăмăллăн ĕненекенсем вĕсен серепине наччасрах лекеççĕ. Кăçал районта ултавçăсенчен хур тÿснĕ 3 тĕслĕхе регистрациленĕ.

Мĕнлерех схемăсемпе ĕçлеççĕ теприн шучĕпе пуйма тăрăшакансем, ытларах хăш тĕслĕхсенче улталанать халăх; Преступниксемшĕн чи лайăх мел – Интернетри сайтсенчи страницăсем çине тавар сутасси пирки пĕлтерÿсем вырнаçтарни. Вĕсем тавар туянакана укçа-тенкĕпе маларах татăлма сĕнсе ăна карттă çине куçарма ыйтаççĕ, каярах хăйсем те, вĕсемпе пĕрле страницисем те çухалаççĕ.

А. «Instagram» ресурс урлă спорт таварĕсем вырнаçтарнă хыпара курсан сутуçăпа çыхăннă, вăл калакан карттă çине укçа-тенкĕ куçарса панă. Анчах шантарнă тавара кĕтсе илеймен.

Тепĕр тĕслĕхре преступниксем банк сотрудникĕ ятĕнчен шăнкăравланă, Б.-на банкра унăн ячĕпе пысăк укçа-тенкĕ упранни пирки хыпарланă, пĕтĕмĕшле суммăн 13 процентне маларах хăйсем сĕннĕ банк карттин счечĕ çине куçарма сĕннĕ. Хĕрарăм çапла тунă, анчах та «банк сотрудникĕ» укçана илсенех çухалнă.

Халăха яланах тимлĕ пулма ыйтас килет. Шанчăксăр сутуçăсемпе ан çыхланăр, укçа-тенкĕпе тавара илсен анчах татăлма тăрăшăр. Банк карттин номерне, вăрттăн кодне е ытти информацие никама та ан пĕлтерĕр.

Асра тытăр: телефон урлă шăнкăравлаканпа уйрăмах асăрхануллă пулмалла, карттăпа çыхăннă ыйтусене банка пырса унти специалистсемпе калаçса анчах татса памалла.

А.АДЮКОВ,
Елчĕкри полици пайĕн уголовлă шырав уйрăмĕн оперуполномоченнăйĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code