Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ыйту-хурав

Ыйту-хурав

Кам асăрхаса тăрать?

Кÿршĕ хĕрарăмĕ хулара пурăннăран ялти çурчĕ пушă, пахчинче çум курăк ашкăрать – вăл ытти пахчасене те куçать. Çакăн евĕр пахчасене камăн тĕрĕслесе-асăрхаса тăмалла-ши? Хирти пай çĕрне юхăнтарнăшăн хуçисене явап тыттараççĕ. Килти пахчине юхăнтаракансене вара?

А.КОЖЕВНИКОВ.

Сирĕн ыйтăвăр çине Раççей ял хуçалăх асăрхавĕн Чăваш Республикин тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕнчен хуравлаççĕ:

– РФ Конституцийĕпе килĕшÿллĕн, пурăнма кирлĕ тĕп пурлăха – çĕре /çут çанталăк пуянлăхне/ – упрамалла, унпа типтерлĕн усă курмалла. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре çил тата шыв эрозийĕнчен, типĕрен, шыв илесрен, хими хутăшĕпе вараланасран, йывăç-тĕм, çум курăк пусса илесрен сыхламалла.

Хушма хуçалăх хуçисен çĕрпе тĕллевлĕн усă курмалла, тавралăха сиен кÿмелле мар. Раççей Федерацийĕн Çĕр кодексĕ тата ытти саккун ыйтнине пурнăçламалла, çут çанталăк пуянлăхне юхăнма, варалама памалла мар. Йĕркесĕрлĕхшĕн чи малтанах хуçи яваплă.

РФ Правительствин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, ял категорине кĕрекен хушма хуçалăха аталантарма уйăрнă çĕре Патшалăх регистрацийĕ, кадастр тата картографи федераци службин тата унăн территорийĕнчи органсен асăрхаса, тĕрĕслесе тăмалла.

Усăллă

Пахчара çĕр груши /топинамбур/ нумай. Ăна хитрелĕхшĕн ÿстеретĕп. Çак çимĕçĕн паха енĕ тата усси пирки çырса пĕлтереймĕр-ши?

А.САВКИНА.

– Топинамбур витаминпа пуян. Унран хатĕрленĕ шĕвекпе чĕрепе аптăракансем усă кураççĕ. Вăл хырăмлăх йÿçĕлĕхне чакарма пулăшать. Унра сахăр чирĕпе нушаланакансем валли инсулин нумай. Вăл сывă çыншăн та усăллă. Çĕр груши пыр хĕртнине, пуç ыратнине ирттерет, юн пусăмĕ ÿснине чакарать. Ÿт çинчи сурана та часах тÿрлетет. Вуник пумăклă пыршă сиенленсен те çак çимĕçрен хатĕрленĕ шĕвеке ĕçме сĕнеççĕ.

Лаптăкăн чиккине палăртмалла-ши?

Манăн урăх районта дача валли уйăрнă лаптăк пур. Эпĕ ăна сутасшăн, анчах та манран участокăн лаптăкне палăртнине çирĕплетекен документ ыйтрĕç. Çакă тĕрĕсех-ши? Мĕншĕн тесен вăл сад юлташлăхĕнче вырнаçнă. Лаптăксем уйăрнă чухне вĕсен чиккине палăртман-шим?

Н.СМИРНОВ.

– Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕнчен хыпарланă тăрăх, Раççей Федерацийĕн Çĕр кодексĕпе килĕшÿллĕн çĕр лаптăкĕн чиккине палăртман пулсан сутма, парнелеме, халаллама юрамасть. Анчах та саккун кун пек çĕрпе усă курма чармасть. Лаптăк чиккине кирек хăçан та палăртма май пур. Участокăн вырăнне, чиккине палăртса пĕрлехи патшалăх реестрне кĕртсен сутма та çăмăлланĕ.

Хваттер парнеленĕ

Пăянам ывăлăма /10 çулта вăл/ хваттер парнелерĕ. Халĕ эпир ăна сутса пысăкраххине туянасшăн. Куçман пурлăх хуçи çул çитмен ача пулнăран суту-илÿ килĕшĕвне тунă чухне йывăрлăхсем сиксе тухма пултарасси пирки илтнĕччĕ. Çаплах-ши?

– Патшалăх ашшĕ-амăшне ачисене хирĕçле килĕшÿсем тăвасран сыхласа çул çитменнисене опека тата попечительлĕх органĕсем урлă хÿтĕлеме тăрăшать. Çавна май опека органĕсем ирĕк памасăр ачан харпăрлăхĕнчи хваттере е унти пая сутма ирĕк çук. Çул çитменнисем çав хваттерте пурăнман чухне, урăх вырăнта пропискăра тăрсан та /калăпăр, тепĕр регионта е патшалăхра/, çак документсăр хваттере регистрацилеме май килмĕ. Прописка харпăрлăх правине çирĕплетессине е унран хăтарассине витĕм кÿмест.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code