Воскресенье, 25 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спектакльсем кăтартаççĕ

Спектакльсем кăтартаççĕ

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Атăлçи тăрăхĕнчи регионсенче «Театрлă Атăлçи» фестивале хутшăнакан спектакльсене кăтартма пуçланă.

Шкул ачисемпе студентсем лартнă ĕçсене 28 кунра вырăнти телеканалпа пăхса хаклама пуçларĕç. Чÿк уйăхĕнче чи лайăххисене палăртĕç. Вĕсене сумлă премипе /1-мĕш вырăншăн – 200 пин тенкĕ, 2-мĕшшĕн – 140 пин, виççĕмĕшшĕн – 100 пин/ хавхалантарĕç. Çавăн пекех чи пултаруллă актерсемпе режиссерсене парнесемпе чыслĕç. Аса илтеретпĕр: фестивале РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров пуçарнипе йĕркеленĕ. Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрне 483 коллектив /7000 çамрăк актер/ хутшăннă.

Сăмах май, «Театрлă Атăлçи» проекта хутшăнакансем ветерансен çурчĕсенче, социаллă центрсенче, больницăсенче тата интернатсенче спектакльсем лартаççĕ, тĕрлĕ акципе мероприятисем йĕркелеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code