Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аттен шлемне тăхăнаттăмччĕ

Аттен шлемне тăхăнаттăмччĕ

Ырă кун пултăр, «Елчĕк ен» редакцин хисеплĕ ĕçченĕсем! Сирĕн хаçата эпĕ юратса вулатăп. Мана уйрăмах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсем пирки хыпарлакан статьясем килĕшеççĕ. «Эпĕ – Раççей гражданинĕ» проектри хайлавсемпе паллашса пынă май манăн та хамăн атте пирки çырса пĕлтерес, чунрине хаçат урлă уçса парас шухăш çуралчĕ.

Атте – Иван Удалов

Иван Михайлович Удалов 1924 çулхи февралĕн уйăхĕнче çуралнă. Фронта 1942 çулхи июль уйăхĕнче тухса кайнă. Елчĕкрен Аслă Таяпа ялĕнчи Миня Гордеевпа пĕрле ăсатнă вĕсене вăрçа. Чи малтанах çамрăксене Чулхулара танкиста вĕрентнĕ. Кăштах вăхăт иртсен вăрçă хирĕнчи вут-çулăм мĕнне хăйсен куçĕпе курнă. Пĕр йывăр çапăçура аттен танкне снаряд пырса тивнĕ. Юлташĕ çийĕнчех вилнĕ, аттепе тепĕр салтак суранланнă. Госпитальте чылай вăхăт сипленсен 1944 çулта атте тăван яла таврăннă. «Хăюлăхшăн» медальпе наградăланă ăна.

Асатте – Михаил Удалов

Тăван колхоза ертсе пыма тÿр килнĕ ĕнерхи фронтовика. Мăшăрланнă хыççăн аннепе иккĕшĕ 3 хĕр çуратнă. Вăрçă суранĕсене пула аптăрасах тăнă пĕрремĕш ушкăн инваличĕ. Эпĕ çуралсан нумаях та пурăнайман вăл.

– Эх, Оля, кĕçĕннине аллăмра сиктерсе ÿстерейместĕп. Йăтса илсе савăнтарса ахăлтатса кулнине те кураймарăм. Пар-ха мана хĕрĕмĕре, юлашкинчен те пулсан аллăмра тытса çупăрлам, – тенĕ вăл пăшăрхануллăн.

Шăп эпĕ 1 çулталăк тултарнă кун ăна юлашки çула ăсатнă.

Аннен тетĕшĕ – Михаил Краснов /хыçалта/

Çапла пире вăрçă ахрăмĕ хуçса хăварчĕ. Эпир виçĕ хĕр – Люба, Валя тата эпĕ çурма тăлăх ÿссе аттен ăшшине туйса кураймарăмăр. Тавах аннене, вăл пирĕншĕн атте те, анне те пулса мĕн пур чун хавалĕпе пăхса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратрĕ. Халĕ ĕнтĕ виçсĕмĕр те çемьеллĕ. Турă та хĕрхенчĕ пуль пире, ачасемпе те савăнма пиллерĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе килĕшÿллĕн мăшăрăмпа иксĕмĕре «Ачасене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕшĕн» орден медалĕпе чысларĕç. Тавах çĕршывăмăра çапла хисеп тунăшăн, малалла та ăнăçлă аталанса пытăр.

Пĕчĕк чухне эпĕ аттерен юлнă танкист шлемне тăтăшах тăхăна-тăхăна пăхаттăмччĕ. Анне тужуркине те чылай вăхăт упрарĕ, наушникĕ те пурччĕ.

Ытти ачасем ашшĕпе юнашар утнине курсан питĕ хурланаттăмччĕ, манăн та «атте» тесе калас килетчĕ. Çапах та хама йăпатма тăрăшаттăмччĕ.

Манăн асатте те, Михаил Ананьевич Удалов, вăрçăра пулнă. Амансан унăн кĕлеткинчен 12 осколок тупса кăларнă. Чулхулара сывалнă хыççăн вăл унти автозаводра тăрăшнă. Писарь те пулнă. Вăл та «Хюлăхшăн» медале тивĕçнĕ. Суранĕсене пула ир çĕре кĕнĕ.

Аннепе пĕр тăвансем те ирсĕр фашиста хирĕç паттăррăн çапăçнă. Данил Тимофеевич Краснов вăрçăран хăрах алăпа таврăннă. Михаил хыпарсăр çухалнă. Иппатий та вăрçă участникĕ пулнă. Икĕ ратнерен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине пурĕ 20-е яхăн çын хутшăннине калатчĕ анне.

Пурнăç яланах тăнăç тăтăрччĕ, ачасемпе мăнуксем, кĕçĕн мăнуксем… вăрçă мĕнне нихăçан та ан пĕлччĕр, унăн нушине ан курччăр.

Елизавета БАРИНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code