Четверг, 21 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Елчĕксенчен вĕренмелли нумай

Елчĕксенчен вĕренмелли нумай

Ĕнер Елчĕк районĕнчи Елчĕк ял тăрăхĕнче ЧР муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канашĕн правленийĕн тата республикăри район центрĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсен палатин анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, ЧР муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канашĕн правленийĕн председателĕ Александр Куликов, ЧР муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев, ЧР муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канашĕн правленийĕн членĕсем, республикăри район администрацийĕсен, район центрĕсенчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Хăнасем чи малтанах район центрĕнчи Тĕп лапамра, стадионта пулнă май кунта вăрçă ачисене халалланă кĕтеспе паллашрĕç, Тÿскел ялĕнчи масар çинче, унти Хусанти Турă амăшĕн ячĕллĕ часавай-чиркÿре, «Ырсамай» культурăпа кану паркĕнче пулчĕç. Райадминистраци пуçлăхĕ Николай Миллин чуна çĕклекен илемлĕ кашни вырăнпа кăмăлтан паллаштарчĕ.

– Тĕлĕнмелле хитре те хăтлă. Паянхи тĕл пулу пире паха опыт пухма пулăшрĕ, Елчĕксен ырă та пархатарлă ĕçне хамăр патăмăрта та пурнăçа кĕртес шухăш çуралчĕ, – палăртрĕ чылайăшĕ пысăках мар экскурси вăхăтĕнче.

Вĕсен шухăшне çирĕплетсе Юрий Васильев та сăмах хушрĕ:

– Территорисене тирпей-илем тата хăтлăх кĕртес енĕпе Елчĕксем республикăри кашни районшăн ырă тĕслĕх. Вĕсен паха опычĕпе паллашнă май усăллине, мĕн çĕнни тăвассине ăса хывăр. Çакăнта курнă илеме тÿрех тума çук, паллах. Кунта пур ĕçе те чун хушнипе пурнăçлаççĕ, палăртнă çирĕп планпа ĕçлесе пыраççĕ. Чи кирли – халăхпа ертÿçĕ пĕр-пĕрне ăнланни тата пулăшни.

Елчĕк районĕнче ялсенче анчах мар, масарсем çинче /çакна хăнасем Тÿскел ялĕн масарĕ çинче пулса хăйсен куçĕсемпе курса ĕненчĕç/, çулсем хĕррисенче, мĕн пур вырăнта тирпейлĕх хуçаланнине палăртрĕ вăл. Хытă каяшсене вăхăтлăх вырнаçтармалли контейнерсен вырăнĕсене /районта пурĕ 142/ Елчĕксен ырă тĕслĕхне шута илсе хута ямаллине пусăмлатса каларĕ, ку енĕпе пирĕн район республикăра чи лайăххи пулнине аса илтерчĕ.

Ларăва шăпах Елчĕк районĕнче ирттерни ăнсăртран маррине, Елчĕксем бюджет тĕллевĕсене, палăртнă плана яланах ăнăçлă пурнăçласа пынине, республикăра чи лайăх ĕçлекен районсен йышĕнче тăнине палăртрĕ Юрий Егоров. Халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатас, йăла ыйтăвĕсене тата инфраструктурăна аталантарас тĕллевпе те пирĕн район ыттисемшĕн паха тĕслĕх.

Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Алексей Грищенко Федераци шайĕнчи «Экологи», «Комфортлă хула хутлăхĕ йĕркелесси», «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕсем республикăра мĕнле пурнăçланса пыни пирки каласа кăтартрĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин «Экологи» наци проекчĕн «Коммуналлă хытă каяшсемпе усă курассин комплекслă тытăмĕ» регион проекчĕ районта мĕнле пурнăçланса пынипе паллаштарчĕ:

– Коммуналлă хытă каяшсемпе çыхăннă çĕнĕ тытăма йĕркеленине эпир ырласа йышăнтăмăр. Çак ыйтăва татса парассине çĕршыв шайĕнче тимлĕх уйăрни, паллах, ырă пулăм. Районта хута кайнă мĕн пур ялта площадкăсем пурте пĕр тĕслĕ профнастилран, çÿлти пайне сеткăран ăсталанă, тĕпне бетон сарса çирĕплетнĕ. Вĕсене хута яма Чăваш Республикинче юлашки çулсенче ăнăçлă пурнăçланакан вырăнти пуçарусене шута илсе обществăлла инфраструктурăна аталантармалли проектсен программи пулăшрĕ. Халăхпа килĕшсе 53 ялта 128 контейнер площадки вырнаçтарнă /пурĕ 7 миллион та 793 пин тенкĕлĕх/. Кунсăр пуçне ял тăрăхĕсем хăйсен укçи-тенкипе тата 14 площадка ăсталарĕç. Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне контейнер площадкисем вырнаçтарас ĕçе мĕнпур ял тăрăхĕнче вĕçлерĕмĕр. Пурнăçламалли пысăк ĕçсен шутĕнче – площадкăсене контейнерсемпе тивĕçтересси. Çак енĕпе те ĕçлесе пыратпăр. Паянхи куна Елчĕк ял тăрăхĕнчи 13 контейнер площадкине 26 контейнерпа тивĕçтернĕ.

Сăмах май, ку ĕç кăтартăвĕсемпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев та кăмăллă пулнине палăртмалла. Районта пулнă черетлĕ çул çÿрев вăхăтĕнче вăл ку енĕпе Елчĕксем пуринчен те ăнăçлă ĕçленине палăртнăччĕ.

Малалла Елчĕк, Хĕрлĕ Чутай, Элĕк, Тăвай ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Алина Смирнова, Анатолий Волков, Александр Ефремов, Николай Сормов сăмах илчĕç. Вĕсем хăйсен ял тăрăхĕсенче «Хула хутлăхне йĕркелесси», «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ», «Коммуналлă хытă каяшсен çаврăнăшĕн комплекслă тытăмĕ» регион проекчĕсем мĕнлерех пурнăçа кĕрсе пыни пирки каласа кăтартрĕç.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code