Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Экзамен кунĕсем паллă

Экзамен кунĕсем паллă

Раççей Федерацийĕн Çут ĕç министерствин тата Рособрнадзорăн 2023 çулхи декабрĕн 18-мĕшĕнчи 953-2116, 954-2117, 955-2118 номерлĕ приказĕсемпе килĕшỹллĕн пĕрлехи патшалăх экзаменне (ЕГЭ), патшалăхăн тĕп экзаменне (ОГЭ) тата патшалăхăн кăларăм экзаменне (ГВЭ) 2024 çулта хăçан памалли кунсене палăртнă.

Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне палăртнă вăхăтран маларах парас текенсем мартăн 22-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 22-мĕшĕччен тытма пултараççĕ, тĕп тапхăр — майăн 23-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 1-мĕшĕччен, хушма тапхăр — сентябрĕн 4-23-мĕшĕсенче.

Тĕп тапхăрти экзамен тытмалли предметсен кунĕсем çапларах:
Майăн 23-мĕшĕнче — географи, литература тата хими;
Майăн 28-мĕшĕнче — вырăс чĕлхи;
Майăн 31-мĕшĕнче — математика (никĕс тата профиль шайĕ);
Июнĕн 4-мĕшĕнче — обществознани;
Июнĕн 7 тата 8-мĕшĕсенче — информатика;
Июнĕн 10-мĕшĕнче — истори тата физика;
Июнĕн 13-мĕшĕнче — биологи тата ют чĕлхе (çырса);
Июнĕн 17 тата 18-мĕшĕсенче — ют чĕлхе (сăмахпа каласа).

9-мĕш класс пĕтерекенсемшĕн те патшалăхăн тĕп экзаменне памалли вăхăта виçĕ тапхăра пайланă: апрелĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа майăн 18-мĕшĕччен — срокченхи тапхăр, майăн 21-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 2-мĕшĕччен — тĕп тапхăр, сентябрĕн 3-24-мĕшĕсенче — хушма тапхăр. Информатикăпа, каласа хăварас пулать, экзамен виçĕ кун (майăн 27-мĕшĕ, июнĕн 11 тата 14-мĕшĕсенче) тыттараççĕ. Çакă патшалăхăн кăларăм зкзаменне тытакансене (сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакраххисем) те пырса тивет.

Патшалăх экзаменĕсене парассипе çыхăннă ыйтусене ятарлă ведомствăсенче пĕр хутчен мар сỹтсе явнă. Кун усси пулнах. Тĕслĕхрен, хальччен 9 класс пĕтерекенсем майăн 24 тата 25-мĕшĕсенче экзамен тытма тивнĕ пулсан, кăçал вĕсем ку кунсенче ирĕклĕ пулĕç — «Юлашки шăнкăрава» лăпкăнах уявлама пултарĕç.

Экзамен кунĕсем паллă. Çавăнпа та вăхăта сая ямасăр хатĕрленме пуçламаллах.

Людмила ЕФИМОВА,
округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе меслетлĕх центрĕн директорĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code