Понедельник, 22 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Çамрăк артистсемпе куçа-куçăн

Çамрăк артистсемпе куçа-куçăн

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Театрлă Атăлçи» конкурсăн регионти çĕнтерÿçисемпе – аслă вĕренÿ заведенийĕсен хушшинчи «Абрикос сачĕ» театр тата Шупашкарти 4-мĕш лицейри сцена искусствин студийĕн ертÿçисемпе, унта çÿрекенсемпе тĕл пулнă.

Çамрăк артистсем Михаил Игнатьева конкурса хутшăннă спектакльсенчи сыпăксемпе паллаштарнă. Республика Пуçлăхĕ вĕсен ĕçĕсене пысăк хак панă.

– Маттурсем! Пурнăçпа çыхăнтарнă спектакльсенче тарăн шухăш пур. Театр çулталăкĕнче пирĕн çĕнĕ труппăсем чăмăртанни уйрăмах савăнтарать, – тенĕ вăл.

Михаил Игнатьев çавăн пекех студентсемпе шкул ачисен пултарулăх коллективĕсене округри конкурсра тивĕçлĕ вырăн йышăнма ăнăçу суннă.

– Эпир сирĕнпе татах тĕл пулăпăр-ха, Театр çулталăкне пĕтĕмлетме хутшăнăпăр, – çапла каланă вăл тĕл пулу вăхăтĕнче.

Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ Представителĕн Игорь Комаровăн пуçарăвĕпе ирттерекен «Театрлă Атăлçи» конкурсăн финалĕ ноябрь уйăхĕнче иртет. Çĕнтерÿçĕсене çĕнĕ спектакль лартма тĕллевлĕ грант парĕç тата «Чи лайăх актер», «Чи лайăх актриса», «Чи лайăх режиссер» номинацисенче чыслĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code