Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > «Тимлĕ пулăр – каникулсем!»

«Тимлĕ пулăр – каникулсем!»

Октябрĕн 22-мĕшĕнче пуçланнă çак оперативлă профилактика операцийĕ ноябрĕн 5-мĕшĕччен пырать. Унăн тĕп тĕллевĕ – кĕркуннехи каникул вăхăтĕнче ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, çул-йĕр çинчи инкексенчен асăрхаттарасси.

Çак тапхăрта çул-йĕр инспекторĕсем районти вĕренÿ учрежденийĕсенче пулса ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсене хутшăнаççĕ, ачасемпе курнăçаççĕ.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, педагогсем! Ачасем çул-йĕр çинче е ытти вырăнта инкек ан тÿсчĕр тесен вĕсемпе профилактика калаçăвĕсем ирттерсех тăмалла.

Ачана правилăсене тĕрĕс тата витĕмлĕ ăнлантарни унăн сывлăхĕпе пурнăçне упраса хăварма май панине асрах тытар. Вĕренекенсем шкул хыççăн тĕрлĕ кружоксемпе секцисене çÿренĕрен киле тĕттĕм пулсан таврăннă тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ. Çавăнпа та ачан тумĕ, шкул сумки çине е ытти вырăна çутăна хирĕç çутатакан хатĕрсем çĕлесе е çаклатса хума ыйтатпăр. Çак хатĕрсене велосипедпа ача кÿмисем çине те çирĕплетмелле. Вĕсем водителе çул хĕррипе çын утнине е транспорт хатĕрĕ пынине аякранах ?400 метртан/ асăрхама май параççĕ.

Ачасем çул-йĕр правилисене пăхăнма кĕçĕнренех хăнăхса ÿсчĕр тесен чи малтан аслисен хăйсен ырă тĕслĕх пулмалла, йĕркене яланах çирĕп пăхăнмалла. Автомашинăра ачасене ятарлă кресло çинче илсе çÿремелле, хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнма хăнăхтармалла. Кĕçĕннисем мопедпа, скутерпа, велосипедпа, юлашки вăхăтра ролик тăркăчпа час-часах çÿренине асăрхама пулать. Çак хатĕрсене туянса парсанах усă куриччен малтан хăйсене мĕнле тытмалли пирки ăнлантармалла, вĕсене куçран пĕр саманта та вĕçертмелле мар.

Хаклă водительсем! Руль умĕнче яланах тимлĕ пулăр, хăвăртлăх режимне, ытти йĕркесене çирĕп пăхăнăр. Шкул, ытти вĕренÿ учрежденийĕсен умĕнче, ачасем йышлă канакан вырăнсенче хăвăртлăха чакарăр. Ача-пăча вылянă е ытти ĕçпе аппаланнă вăхăтра хăрушлăх пирки манать, лару-тăрăва тĕрĕс хак парайманнине пула кирек хăш вăхăтра та çул çине чупса тухма пултарать. Автотранспорт алăкĕсем лайăх хупăннине те тĕрĕслесех тăмалла. Çул-йĕрпе пынă вăхăтра ытти водительсен тыткаларăшне курса тата туйса тăни, инкеке сирме вăхăтлă йышăну туни кашнин пурнăçне упраса хăварĕ.

Çул-йĕр çинче пĕр-пĕрне хисеплер, пĕр-пĕрин пурнăçне тата сывлăхне упрар!

Сăмах май, кăçал район территорийĕнчи çул-йĕрсем çинче ачасем хутшăннипе 2 авари пулнă, вĕсенче 8 ача суранланнă.

А.СЕРГЕЕВ,
ГИБДД инспекторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code