Суббота, 2 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Ватăлман ракеткăсем»

«Ватăлман ракеткăсем»

теннис вăййине юратакансен клубĕ 2010 çултанпа ĕçлет. Унăн членĕсем Елчĕкри спорт çуртне эрнере 5 хутчен пуçтарăнаççĕ.

Хальхинче теннисистсем хăйсемшĕн спортăн çĕнĕ тĕсĕсенче тĕрĕсленнĕ – тăватă дисциплинăра ГТО нормативĕсене пурнăçланă. Çывăх кунсенче бассейнра шывра ишессипе ăмăртĕç.

Сывă пурнăç йĕркин хастарĕсем тупăшусене кашниех тулли кăмăлпа хутшăннă. Вĕсем пурте пенси çулĕсенче ĕнтĕ. Çав йышран Роберт Бобылев вара часах 92 çула çитет, виççĕшĕ – Вячеслав Осипов, Василий Уразгильдин, Петр Козлов çичĕ теçеткене «шĕкĕлчеççĕ».

Вăт камсенчен тĕслĕх илмелле!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code