Понедельник, 14 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çамрăкшăн мĕн пур ĕçре çул уçă

Çамрăкшăн мĕн пур ĕçре çул уçă

Хулара пурăнать пулин те, Кĕçĕн Таяпара çуралса ÿснĕ Александр Викторов предприниматель чунĕ туртнипе тăван ялти – «Таябинка» хуçалăхăн юхăннă ферминчи объекта реконструкци туса выльăх пусса тирпейлекен цех хута яма пултарнине район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тивĕçлипе хакларĕ, мал ĕмĕтлĕ çамрăка малашнехи ĕçре ăнăçусем сунса Тав çырăвĕ парса чысларĕ.

Выльăх пусса тирпейлекен цехра ушкăнпа пулса курма та май пулчĕ. Районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе зооветспециалистсем кунта пĕрре пулса курсах выльăх пусса тирпейлекен цехри условисем те ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе пыма мĕн пур енчен туллин тивĕçтернине, тиркешсе калаçма сăлтав çуккине те лайăх ăнланчĕç.

Яваплă, çав вăхăтрах çак питех те кирлĕ ĕçе пуçăнма çамрăка мĕн хистенĕ; Хăйĕнчен çапла ыйтасса пĕлнĕ пекех, Александр Викторов сăмахне те çакăнтанах пуçларĕ:

– Халăха экологи тĕлĕшĕнчи таса продуктсемпе тивĕçтересси хальхи вăхăтри патшалăх шайĕнчи тĕп ыйту шутланать. Çын сывлăхне упрассине малти вырăна хуракан Чăваш Республикинче те аш-пăш, юр-вар продукчĕсен хăрушсăрлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Выльăх пусса тирпейлекен цех туса лартни те çакăнпах çыхăннине пытармастăп. Унсăр пуçне, хулара та пирĕн хамăрăн лавккасем пур. Ку чухне ялтан кÿрсе килекен экологи тĕлĕшĕнчи таса, вырăнтах пусса тирпейленĕ аш-какайпа хулара пурăнакансене тата туллинрех тивĕçтерес майсем ытларах пулĕç, – терĕ вăл.

Выльăх пусса тирпейлекен цеха малтанласа 6 çынна ĕçе илнĕ. Ĕç калăпăшĕ ÿссе пынине кура, паллах, малашне хушма ĕç вырăнĕсем те уçăлма пултарĕç.

…Ĕçĕн пуçламăшĕ кăтартуллă, малашлăх та пысăк пуласса шанмалăх пур – йывăрлăхсенчен хăраман, пуçаруллă çамрăксемшĕн мĕн пур ĕçре çул уçă.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code