Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чиркÿ – хăватлă, чун-чĕрене шанăç, ĕненÿ кÿрет

Чиркÿ – хăватлă, чун-чĕрене шанăç, ĕненÿ кÿрет

Тăрăм ялĕн чи пысăк савăнăç, праçниксен праçникĕ: иртнĕ шăматкун кунта мĕн пур çветтуйсен пуçлăхĕ, Туррăн аслă Михаил Архангелĕ ячĕпе çĕнĕ чиркÿ уçăлчĕ. Турă пилленипе кĕлĕ çуртне тасатма Канаш тата Тăвай епископĕ Преосвященнейший Стефан хутшăнчĕ.

Хура кĕркуннехи ăмăр çанталăк, тесе калаймăн. Çак сăваплă кун çÿл тÿпери сар хĕвелĕ те Мăнкун уявĕнчи пекех вăй! выляса тухрĕ. Турă хăвачĕ пирĕнпе тавлашакан усал сывлăшсене чарса тăчĕ, вĕсене пĕтĕм тĕнче çутинчен салатса ячĕ пулинех. Турра юратакан çынсен чун-чĕри те, паллах, канлĕхпе, ырăлăхпа тулчĕ.

Чиркĕве халăх шăнăçаймарĕ, Турра кĕл туса пурăнакансем хамăр тăрăхри ялсенчен анчах мар, таçтан та таçтан килсе çитнĕ. Праçник кĕллине 400 ытла çын хутшăнни паллă пулчĕ. Арçынсемпе хĕрарăмсем, ача-пăча, кăкăр ачи таранах – пурĕ 150 çын Турă хушнă пек пурăнассишĕн, Унпа пĕрлешессишĕн тăрăшса Туррăн Таса ÿчĕпе Таса юнне ăша илчĕç.

Елчĕк районĕн тăваттăмĕш округĕн благочиннăйĕ, Елчĕкри Александр Невский ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Александр Сенькин протоиерей тата ытти чиркÿсен настоятелĕсем, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый, Тăрăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Трофимов епископа, Преосвященнейший Стефана чыслăн кĕтсе илнĕ хыççăн Литурги пуçланчĕ.

…Чиркÿ мĕнрен пуçланать? Историрен, паллах. Тăрăмра ĕлĕкех чиркÿ пулнă. Кĕлĕ çуртне 1883 çулта С.Багадеров тăрăшнипе тата халăх вăйĕпе туса лартнă. Шел пулин те, унăн кун-çулĕ кĕске пулнă, 1931 çулта хупаççĕ те чанĕсене антарса çĕмĕреççĕ. 1941 çулта хĕресне те антараççĕ, чиркĕве сÿтсе пăрахаççĕ. Халĕ ав, кур, ял варринчи – ялан çын куçĕ умĕнчи вырăнта вăл çĕнĕрен çĕкленсе ларчĕ, чиркÿ тăрринчи хăватлă хĕрес куçа йăмăхтармалла ялкăшма тытăнчĕ. Çакăн чухлĕ çул иртнĕ хыççăн кĕлĕ çуртне çĕнĕрен çĕклесе лартма вăй çитерни халăхăн ĕненĕвĕ çак вăхăтченех çирĕп упранни çинчен калать.

Кăçалхи Троица уявĕ хыççăнхи 22-мĕш эрнери, чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнчи пулăм – Тĕмер чиркĕвĕн настоятелĕ Петр Иванов протоиерей пуçарăвĕпе Тăрăм ялĕнче кĕске вăхăтра чиркÿ çурчĕ çĕкленсе ларни кун-çул кĕнекине ĕмĕрлĕхе çырăнса юлатех. Петр атте 2018 çулхи августăн 19-мĕшĕнче чиркÿ пулакан вырăна тасатнă, районти пачăшкăсемпе пĕрле пухăнса хĕрес лартнă. Ун хыççăнах çирĕп никĕс хывса хăварнă, юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче йывăçран тунă пурана хăпартса та лартнă. Турă пулăшнипе ытти ĕçсем те кал-кал, ăнса пынă.

Епископ, Преосвященнейший Стефан Литурги хыççăн тав туса тата вĕрентсе калани те чĕрене кĕрсе вырнаçрĕ: «Ангелсен пуçлăхĕ Михаил Архангел пире тамăк асапĕсенчен хăтăлма пулăшса пытăр. Пирĕн ăшри çылăх вăрлăхне хăйĕн вутлă хĕçĕпе касса татса ырă ĕçсем тума пулăшса пытăр», – терĕ. Тĕмер чиркĕвĕн настоятельне Петр Иванова пуçарулăхпа теветкеллĕхшĕн, строительство ĕçĕсене ăнăçлă йĕркелесе тăма пултарнишĕн чун-чĕререн тав тунине пĕлтерчĕ. Унăн сăмахĕсем çумне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый та хутшăнчĕ. Вăл Петр Иванов протоиерее район администрацийĕн Тав çырăвне тата парне парса чысларĕ.

Епископ, Преосвященнейший Стефан чиркĕве хута ярассишĕн çĕрне-кунне пĕлмесĕр тимленĕ çынсене Архиерей грамотине парса тав туни те пысăк хисеп.

…Тăрăмсем, чăннипех, телейлĕ. Вĕсем хăйсен престол уявне — ыран, чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче килекен Çветтуй Михаил Архангелпа ытти мĕн пур ÿтсĕр Ангелсене хисеплесе çĕнĕ чиркÿре иртекен апат кĕллине хутшăнĕç. Турă та кăмăллă пулĕ, вăл çынсем пĕр-пĕрне юратнине курĕ, Хăйне кĕл тума чиркĕве пухăннă çынсене курса савăнĕ…

 

ХАКЛАВ

Леонард ЛЕВЫЙ, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ:

– Çак кун Тăрăм ялĕшĕн анчах мар, районшăн та паллă пулăм пулнипе асра юлĕ. Чиркÿ тăвас ĕçе хутшăннă çынсене пурне те район администрацийĕ ячĕпе чун-чĕререн тав тунине палăртатăп. Вăл таврари ытти ялсенче пурăнакансемшĕн те чун канлĕхне тупмалли чи таса та сăваплă вырăн пуласса шансах тăратăп.

Петр атте пирки калас пулсан-и, унăн пархатарлă ĕçĕсем пирки аса илмелли пит нумай. Пĕтĕм чун-чĕрипе Турра парăннă чиркÿ çынни хăй çаксем пирки çынсем умĕнче каласа кăтартма юратмасть. Апла пулин те унăн ырă ĕçĕ мĕн пур çын куçĕ умĕнче, вăл нихăçан та манăçмĕ те.

Пĕр улшăнми 33 çул, çав шутран 28 çулне Тĕмерти Хĕресе çĕклесе кăтартнин чиркĕвĕн настоятелĕнче вăй хуракан Петр атте 18-мĕш ĕмĕрте туса лартнă чиркĕвĕн ĕлĕкхи сăн-сăпатне сыхласа хăварассипе нумай вăй хурать. Аслă Таяпари Пукрав Турă Амăшĕ ячĕллĕ Турă çурчĕ те вăл тăрăшнипе çĕкленсе ларчĕ. Халăх ырлăхĕшĕн пурнăçлакан ĕçшĕн вăл сывлăхне те шеллемест. Унăн чĕринчи ĕненĕвне нимĕнле усал вăй-хăват та çĕнтереймĕ.

Çак çынран мĕн чухлĕ ăшăлăх, ырăлăх тапса тăрать. Çавăнпа ун патне çынсем те туртăнаççĕ. Ĕненекенсем ахальтен мар хăйсен савăнăçне те, хуйхи-суйхине те унпа тĕл пулса пĕрле пайлаççĕ. Нумай çуллăха сывлăх пултăр Сире.

Людмила ЕНЕДЕРОВА, Тăрăм ялĕ, ĕç ветеранĕ:

– 80 çул иртнĕ хыççăн Петр атте тăрăшнипе чиркÿре кĕлĕ сасси çĕнĕрен илтĕнме пуçларĕ.

Ниме нумай çынна пуçтарчĕ. Ял халăхĕ, таврари çынсем май пур таран пулăшма тăрăшрĕç. Алевтина Якимова, Елена Игнатюк, Венера Петрова, Лида Викторова ĕçлекенсем валли хуранĕ-хуранĕпе апат пĕçерчĕç. «Çакăншăн Турă хамăра çăмăллăх панине те туятпăр, чиркĕве пулăшма хăват хутшăнать», – теççĕ хĕрарăмсем.

Николай Тихонов, Дмитрий Багадеров, Иван Иванов, Павел Филимонов, Валерий Егоров, Виталий Тихонов, Иван Константинов, Анатолий Егоров тата ыттисем те чиркĕве хута ярассишĕн кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшрĕç. Çак ырă ĕçре вырăнти «Рассвет» ЯХПК правленийĕ енчен те нумай пулăшу пулчĕ.

Чиркÿ йĕри-тавра туя йывăççисен хунавĕсене лартса хăварнă, эрешлесе тунă тимĕр карта тытса çавăрнă. Пĕр сăмахпа, кĕлĕ çурчĕ яла та илем кÿрет.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code