Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче

Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче

«Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче икĕ ферма, пĕринче – сысна ĕрчетеççĕ, тепри ĕне выльăхпа тулнă.

Юрий Мясников председатель те ĕç кунне фермăран пуçлать. Ирхи сăвăм 5 сехетре пуçланать – эпир те кая юлас мар тесе ăшталантăмăр.

Ял çынни те çак вăхăтра нумайăшĕ тутлă ыйхăпа киленет. Фермăра ĕçлекенĕн вара канлĕх çукпа пĕрех. Уншăн кану, уяв кунĕ те çук. Выльăх-чĕрлĕхе вăхăтра тăрантармалла. Доярка пулса ĕçлеме вара тата ытларах чăтăмлăх кирлĕ. Мĕншĕн тесен ĕнесене яланах пĕр вăхăтра сумалла. Тĕрлĕ сăлтава пула пĕр кун анчах çак ĕçе каярах юлса йĕркеле, е вĕсене çирĕплетнĕ рационпа тăрантарассине пăрахăçла – сăвăм чакасса пĕлсех тăр. Кăтартăва малтанхи шая çывхартас, ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе çитерес тесен вара эрнипе вăй хума тивет.

Ольга Григорьевăна 2 уйăхран иртнĕ пăрушкасене пăхма çирĕплетнĕ. Вĕсене самăр ÿстерсе çитĕнтерессишĕн тимлет вăл

Эпир кунта шăпах ĕç хĕрсе пынă вăхăта çитрĕмĕр. Председатель Анатолий Григорьев ферма заведующийĕпе тата Георгий Старостин операторпа маларахри кунсенче мĕн чухлĕ сĕт туса илнине сÿтсе яврĕç. Хăйсем ĕç кал-кал йĕркеленсе пынипе кăмăллă пулни те палăрчĕ:

– Хавхаланса ĕçлеме сăлтавĕ пур. Хĕл тапхăрне кĕнĕренпех сăвăм пĕр шайра, тивĕçтермелле пулнине куратпăр. Хальхи вăхăтра пĕр ĕнерен вăтамран 17 килограмм сĕт сăватпăр. Кăтарту иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 2 килограма яхăн ÿснĕ, – тесе каласа кăтартрĕ ферма заведующийĕ.

Çапла майпа кăçалхи 10 уйăхра хуçалăхра пурĕ 10628 центнер, 113 процент ытларах, сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕнерен ăна 6004 килограмм /2018 çулхи çак тапхăрта 5477 килограмм пулнă/ сунă. Дояркăсен кăтартăвĕсене уйрăммăн хаклас пулсан, чи пысăк сăвăм хуçи – Маргарита Сергеева. Отчетлă тапхăрта вăл пурĕ 2939 центнер, пĕр ĕнерен 6679 килограмм сĕт сунă. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле пĕр ĕнерен сĕт сăвассин кăтартăвне 7000 килограмран ирттерме тĕллев те илнĕ. Ĕçри юлташĕсем: Ирина Антонова, Алена Гаврилова, Александр Крысов та унăн çирĕплĕхĕпе теветкеллĕхĕнчен вуçех иккĕленмеççĕ – Маргарита Сергеева сăмаха çилпе вĕçтерменнине лайăх ăнланаççĕ вĕсем.

Пысăк хака тивĕçекен пахалăхлă выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илме пултарни çулталăк тăршшĕпех укçаллă пулма та май парать. Сĕтлĕ ĕне выльăхăн тупăшĕ тата ытларах – хуçалăх кассине куллен кĕмĕл кĕрет. Ахальтен мар «Рассвет» ЯХПКра сăвăнакан ĕнесен хисепне тата сĕт туса илессине ÿстересси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çак тĕллеве асра тытса ĕне выльăха тăрантарма кăçал та çителĕклĕ таран пахалăхлă апат хатĕрлесе хăварнă. Хĕллехи рациона, уйрăмах, пĕлсе йĕркелемелли каламасăрах паллă. Ку чухне ĕне выльăха сахăрпа, протеинпа пуян апатсемпе – жомпа, тĕш тырă сенажĕпе, пахалăхлă утăпа тăрантарассине тĕпе хураççĕ.

Ĕне фермин коллективĕ аш-какай туса илессипе те иртнĕ çулхинчен лайăхрах ĕçленĕ: 715 центнер ?125 процент ытларах/ ĕне ашĕ туса илнĕ. Апла пулин те çакă лăпланса лармалли кăтарту пулманнине, ĕне выльăх ашĕ туса илессипе малашне тата тăрăшса ĕçлеме кирлине те йышăнмаллах. Юрий Мясников председатель те çаплах шутлать. Мĕншĕн тесен, пытармалли çук, политикăри тата экономикăри реформăсен вăхăтĕнче Раççейре анчах мар, Чăваш Енре те ĕне выльăх ашне туса илесси, малтанхи çулхисемпе танлаштарсан, нумай чакнă пулнă. Хальхи вăхăтра республикăра ĕне ашĕн производствине ÿстерме тата унпа халăха туллин тивĕçтерме тĕллев лартнă. Апла пулсан, тепĕр хутчен çанă тавăрса ĕçе пикенме вăхăт çитнĕ…

Светлана АРХИПОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code