Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Часавай çĕкленет

Часавай çĕкленет

Кивĕ Арланкасси ялĕнче юлашки вăхăтра нумай улшăну пулса иртрĕ. 2018 çулта хамăрăн пысăках мар яла аталантарас тĕллевпе ялти хастарсен пуçарăвĕпе ятарлă фонд хута кайрĕ.

Кăçал вара Анатолий Иголкин староста ертсе тата йĕркелесе пынипе ял халăхĕ масара тирпей-илем кĕртессипе чылай ĕç пурнăçларĕ. Тепĕр сăваплă та пархатарлă ĕçсен шутне вăрçа хутшăннисене тата унта вилнисене лартнă палăк çумĕнче часавай хăпартма пуçăнни. Унăн проектне Анатолий Иголкинпа Анатолий Тюбек турĕç, вĕсемех стройматериалсене тупрĕç. Чи малтанах никĕс валли шăтăк чавма Олег Мироновпа Олег, Кирилл, Саша мăнукĕсем, Николай Марков, Петр Евграфов, Алексей Веников пуçăнчĕç. Çапла вара октябрĕн 8-мĕшĕнче никĕсне хывсан ĕç малаллах кайрĕ. Шкул ачисенчен пуçласа 80 çулхи Сергей Романов хутшăнчĕ тĕрлĕ ĕçе. Пĕрремĕш кирпĕче Александр Мироновпа Владимир Батанов хучĕç. Малалла каменщиксен бригади /Андрей, Геннадий, Сергей Пыркинсем, Борис Баскаков, Ярослав Абусев/ пикенчĕ. Хăйĕн тракторĕпе кирпĕч турттарса тăнă Олег Миронов, раствор хатĕрленĕ Сергей Романовпа Юрий Селлин, çавăн пекех Татьяна Углева, Надежда Александрова, Наталья Самсонова, мĕн пур ял халăхĕ ырă ята тивĕç. Кунта çуралса ÿссе аякра тымар янă ентешсем ялта пурăнакансемпе пĕрле нимене хастар хутшăнни те ĕçе çăмăллатать.

Захар КУЛИ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code