Пятница, 19 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Социаллă пулăшу валли – пысăк укçа

Социаллă пулăшу валли – пысăк укçа

Ытти чухнехи пекех – 2020 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен те çĕнĕлĕхсем вăя кĕреççĕ. Граждансен уйрăм категорийĕсене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерес, амăшĕсене, нумай ачаллă çемьесене, пенси çулне çывхаракан çынсене патшалăх пулăшăвĕ кÿрес ĕçре те улшăнусем пулаççĕ.

Чăваш Енре социаллă пулăшăвăн мерисем 90 ытла енпе пурнăçа кĕреççĕ. 2020 çулта çак тĕллевпе 7,6 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă, кăçалхинчен 10 процент нумайрах. Пĕрремĕш ача çуралнă çемьесене уйăхсерен паракан тÿлевсене тивĕçекенсен йышĕ ÿсмелле, мĕншĕн тесен унăн кирлĕлĕх критерине улăштарнă. Ку пулăшăва малашне çемьери кашни çыннăн вăтам тупăшĕ пурăнма кирлĕ икĕ виçерен ытла мар пулсан параççĕ /хальччен ку кăтарту 1,5 пулнă/. Çапла майпа çитес çул асăннă тÿлеве пĕрремĕш ача çуралакан 8700 çемье тивĕçме пултарĕ. Ку тĕллевпе 2020 çулта 900 миллион тенке яхăн уйăрма палăртаççĕ.

Виççĕмĕш ачашăн паракан тÿлевсем те пысăкланĕç, енчен те çемьери кашни çыннăн вăтам тупăшĕ ĕçлекен çынна пурăнма кирлĕ икĕ виçерен ытла мар пулсан /хальччен пĕр виçерен ытла мар пулсан панă/. Ашшĕ-амăшĕ асăннă укçана виççĕмĕш, тăваттăмĕш, пиллĕкмĕш çуралнă кашни ачишĕн илĕ. Пĕтĕмпе ку пулăшупа 2020 çулта 10 пин ытла çемье усă курма пултарĕ. Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен амăшĕн капиталĕ 466617 тенкĕпе танлашĕ. «Тĕнчери нихăш çĕршывра та çакăн чухлĕ социаллă пулăшу кÿмеççĕ», – тесе палăртнă Михаил Игнатьев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code