Чăваш Енре сывлăхпа спорт кунĕсем ирттересси çирĕп йăлана кĕнĕ.
Çак ырă йăлана малалла тăсса кăçал та спорт учрежденийĕсене – бассейнсене, спорт лапамĕсене, тренажер залĕсене – тÿлевсĕр çÿреме майсем пулĕç.
Кăçал та сывлăхпа спорт кунĕсене, ытти çулсенчи пекех, шăматкун йĕркелеççĕ. Паян шăпах «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕ сывă пурнăç йĕркипе пурăнакансене хăйĕн патне йыхравлать. Малашне сывлăхпа спорт кунĕсене февралĕн 15, мартăн 28, апрелĕн 25, майăн 23, июнĕн 20, июлĕн 25, августăн 29, сентябрĕн 26, октябрĕн 24, ноябрĕн 28, декабрĕн 19-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă.