Шупашкарти Хĕрлĕ лапамран Çĕнĕ Шупашкарти «Библиотека» чарăну патне çитиччен троллейбус çÿреме пуçланă.
100-мĕш троллейбус пассажирĕсем йышĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов тата официаллă ытти çынсем те пулнă.
Михаил Игнатьев: «Кайрăмăр!» – тесе каланă хыççăн троллейбус инçе çула тухнă. 88 вырăнлă салон тăп-тулли. Çул çÿрев хакĕ маршруткăсенчи пекех. Укçа тÿлес тĕк – 26 тенкĕ, карточкăпа – 25.
Çĕнĕ троллейбус автономлă майпа çÿреме пултарнисĕр пуçне салонра ăшă. Çуллахи шăрăхра вара кондиционер хута кайĕ. Салонра видеокамерăсем те пур.
Сăмах май каласан, 100-мĕш номер – ăнсăртран мар. Кăçал Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнĕрен маршрута юбилей ячĕпе çакăн пек номер панă.