Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Ăшă чунлă медсестра

Ăшă чунлă медсестра

Районти тĕп поликлиникăн иккĕмĕш хутĕнчи сылтăм енчи çемçе тенкелсем çинче тĕрлĕ органсене УЗИ, эндоскопи тата ытти енĕпе те тĕрĕслеттерес текенсем шăкăл-шăкăл калаçса лараççĕ. Владимир Катайкин тухтăрпа Надежда Охотина медсестра пациентсене ăшшăн йышăнаççĕ, тĕрĕслев хыççăн чир-чĕр пуррипе çуккине палăртса çырса, ăнлантарса параççĕ.

Тухтăрсем патне тăтăш çÿрекенсем çак шурă халатлă ĕçченсен тăрăшулăхĕнчен тĕлĕнеççĕ те. Пĕрисене эндоскопи, тепĕр чирлĕ çынна УЗИ пÿлĕмĕсене чĕнеççĕ. Унччен те пулмасть вĕсем эндоскопи оборудованийĕсене йăтса реанимацие илсе килнĕ йывăр чирлĕ çын патне васкаççĕ. Çын сывлăхĕшĕн тăрăшакансем кăнтăр апачĕ çисе ĕлкĕрнĕ-и е çук – врач патне кĕрес текен черет каллех йышланнă. Пĕр сас хăпартмасăр кунран-кун вун-вун çыннăн сывлăхне тĕрĕслеме ĕлкĕреççĕ.

1999 çулта Тутарстанри Пăвари медицина училищине вĕренсе пĕтернĕ Надежда Охотина малтанах лор кабинетĕнче тăрăшрĕ. Унтан ăна кунта куçарчĕç те – халĕ Надежда Анатольевна хăй ĕçĕнче чăн ăста. Умри тивĕçе чыслăн пурнăçланисĕр пуçне пациентсемпе те çепĕç калаçать, ватăсен ыйтăвĕсене хуравлама, тĕрлĕ сĕнÿ-канаш пама та ÿркенмест. 2017 çулта ăна тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысланă. Коллективра 20 çул ĕçлесе самай пысăк опыт пухнă медсестрана хисеплеççĕ. Чирлĕ çынсенчен те тав сăмахĕсем нумай илтет вăл. Мал ĕмĕтлĕ сиплевçĕ пĕлĕвне, тавра курăмне анлăлатас тесе тĕрлĕ курссенче пĕлÿ пухать, квалификацине ÿстерсех пырать.

В.КИРИЛЛОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: Н.Охотина медсестра.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code