Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кăçал мĕн тума палăртнă?

Кăçал мĕн тума палăртнă?

Федерацин «Экологи» наци проектне пурнăçласа пĕлтĕр республикăра чылай ĕç тунă. 2020 çулта мĕн тума палăртнă?

Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Иван Исаев ыйту çине çапла хуравланă: «Вут-çулăм йывăçсене кĕллентернĕ лаптăксене хунавсем лартса кирлĕ культурăсене çитĕнтерессине йĕркелесе ярасшăн, çапла майпа Чăваш Енри вăрмансен лаптăкĕсене пысăклатассишĕн, культурăсен вăрлăхĕн саппасне хатĕрлессишĕн малалла вăй хуратпăр».

Министерство «Экологи» наци проектне пурнăçласа 2024 çул вĕçлениччен республикăн вăрман фондĕнче, вăл шутра йывăçсене каснă тата вĕсем чир-чĕре, ытти сăлтава пула пĕтнĕ лаптăксенче иртнĕ çулсенче шутран кăларнă ешĕллĕх кварталĕсене хунавсем лартса симĕслентерессине 100 процента шайлаштарма тĕллев лартнă.

«Атăла сыватасси» регион проектне пурнăçласа Шупашкарăн тĕп урамĕсенче пуçтарăнакан таса мар шыва пухмалли, «Волжский-1» тата «Волжский-2» микрорайонсенче пуçтарăнакан çумăрпа юр шывне тасатма та сооруженисем хута яма палăртнă.

Министр çакна та пĕлтернĕ: кăçал Çĕнĕ Шупашкарти «Биологин тасату хатĕрĕсем» патшалăх унитарлă предприятийĕн хими реакцийĕсене пула пуçтарăнакан типĕ тăвар пухмачĕпе тĕпне тулнă шлама рекультивацилеме пуçлаççĕ. Çак ĕçе пурнăçлама бюджетран 1 миллион та 143 пин тенкĕ уйăраççĕ. Ĕçе 2025 çулччен вĕçлемелле.

«Таса шыв» регион проектне пурнăçласа 2020-2023 çулсенче Канашпа Етĕрне хулисенчи, Элĕк, Елчĕк, Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри, Шăмăршă районĕсенчи йăлари хытă каяш тăкмалли вырăнсене рекультивацилеме палăртнă. Çак вырăнсене Элĕкре тата Елчĕкре кăçал рекультивацилеççĕ. Çак плансем çинчен республика федерацин ĕç тăвакан органĕсемпе килĕшÿ çирĕплетнĕ.

– Экологи хутшăнăвĕсене лайăхлатассипе ĕçе кĕртмелли плансене епле пурнăçланине республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕрĕслесе тăрать, – тенĕ Иван Исаев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code