Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Телейлĕ…

Телейлĕ…

Леонид Григорьев уйрăм предпринимателĕн «Ритуал» предприятийĕнче нумай çул бухгалтер пулса вăй хуракан Галина Иванова пирки туслă коллективри ĕçтешĕсем яланах ăшшăн, ырăпа аса илсе каласа кăтартнине илтме тÿр килет.

Предприяти ертÿçи хăй пуçласа сăмах хушни: «Галина Витальевна суйласа илнĕ профессире пысăк ăсталăх пухнă çын. Шут ĕçченĕ заказчиксен кăмăлне туллин тивĕçтерме пĕлет, районсенче вырнаçнă йышăну пункчĕсене тухса çÿреме те ĕлкĕрет», – тени, пушшех, унăн пурнăçĕпе тĕплĕнрех кăсăкланма хистет.

Галина – Кавал хĕрĕ, ача чухнех аслă пĕлÿ илме ĕмĕтленнĕскер, Кивĕ Эйпеçри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш ял хуçалăх институчĕн экономика факультетне кайса кĕнĕ. Алăра диплом пур специалистшăн – пур çĕрте те çул уçă. Малтанласа хĕр упраç хулара ĕçлесе курас, хăйне тĕрĕслес тенĕ. Çапла майпа пысăк предприятире – трактор тăвакан заводра бухгалтерта вăй хума тытăннă, унта вăл ĕç укçи шутласа парассишĕн яваплă пулнă. Çамрăк пулин те шанăçа тивĕçлипе тÿрре кăларнă.

…Пиллĕкĕн пĕр тăван ÿснĕ çемьере кĕçĕнни – пуриншĕн те чи юратни пулса çитĕнни, пурпĕрех, унăн шухăш-кăмăлĕнче палăрнах – чунĕ ăна тăван яла туртнă. Ĕç вырăнĕ те кĕтсех тăнă тейĕн – «Прогресс» АХОн бухгалтерине специалист кирлĕ пулнă. Шăпах рынок хутшăнăвĕсен тапхăрĕ – бартер, ал ылмаш мелĕпе ĕçленĕ, «чĕрĕ» укçа тупма пит йывăр вăхăтра Галина Ивановăна тĕп бухгалтер пулма çирĕплетнĕ. Çамрăк пулин те çухалса кайман вăл, шанăçа тивĕçлипе тÿрре кăларма пултарнă. Ун хыççăн пĕр вăхăт районти «Сельхозхими» предприятире те ĕçлесе курма тивнĕ унăн.

Вăл çак вăхăтченех хăй суйласа илнĕ юратнă профессире вăй хурать. Леонид Григорьевăн пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерекен «Ритуал» предприятине пĕрремĕш хут ура ярса пуснăранпа та 17 çул иртнĕ. Пурнăç вара шав малаллах шăвать. Унтанпа куç шăрçине упранă пек юратса пăхнă Александр ывăлĕ те ÿссе çитĕннĕ. Галина Витальевнан ывăлĕпе тивĕçлипе мухтанма сăлтавĕ пур. Иртнĕ çул вăл Елчĕкри вăтам шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнăскер, патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен кăтартăвĕсем тăрăх Мускаври аслă шкула – РФ Президенчĕ çумĕнчи Раççейри халăх хуçалăхĕн тата патшалăх службин академине вĕренме кĕме пултарнă. Лайăх вĕреннисĕр пуçне, Александр ачаран спортпа туслă. Шывра ишессипе, баскетболла выляссипе район, республика шайĕнчи ăмăртусенче нумай хутчен çĕнтерÿçĕ пулнă. Елчĕкри шкулта агрокласра вĕренекенсем хушшинче ял хуçалăх академийĕ профиль предмечĕсем тăрăх тест тĕрĕслевĕ ирттернĕ. Çĕнтерÿçĕ йышĕнчи Александр Иванов Чăваш Республикин Пуçлăхĕн уйăхсерен ятран парса тăракан стипендине илме те тивĕçлĕ пулнă. Чăваш ачи Мускавра та çухалса кайман, аслă шкулăн кулленхи пурнăçне те хастар хутшăнать, вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пынипе пĕрлех хăй кăмăллакан спорт ăмăртăвĕсенче академи чысне хÿтĕлет.

Тăтăш пĕрле, çывăх юлташ вырăнĕнче пулнă ывăлĕнчен вăхăтлăха уйрăлма тивнĕ пулин те Галина Иванован тунсăхлама вăхăчĕ çук. Ывăлĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнса пурăнаканскер, юратнă профессири ĕç кунĕ вĕçленсенех куллен чун пек кĕтсе тăракан амăшĕ патне – яла васкать. Амăшĕ – Елизавета Васильевна самай сумлă çула пуçтарнă – вăл 83-ре. Апла пулин те çирĕп ăс-тăнлă, хăйĕн вăй-халĕ çитнĕ таран кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçлама та хутшăнать. Шел, ашшĕ – Виталий Арсентьевич йывăр чире пула пурнăçран иртерех уйрăлса кайнă.

…Галина çемьере кĕçĕнни пулин те ашшĕпе амăшĕн çуртĕнче ăна ытти пĕр тăванĕсем чи асли вырăнне хурса хисепленĕн туйăнать. Çакăншăн тĕп килте тата Елчĕкре пурăнакан Виталипе Вячеслав пиччĕшĕсем ÿпкелешме шутламаççĕ те. Вĕсемшĕн пулсан, çапла пулмалла пекех. Мĕншĕн тесен тăтăш тенĕ пекех тăван килте пулма тăрăшакан Галина нихăш ĕçрен те ÿркенсе тăманни вĕсемшĕн çăмăллăх анчах. Унсăр пуçне, яланах çапла пулнă – хĕр упраç амăшне те çывăхрах. Мускаври Ирина аппăшĕ вара тăтăш яла килсе çÿреме ерçейменни, паллах.

Ырă чун-чĕреллĕ хĕрарăм хăйĕн пĕр тăванĕсемпе тивĕçлипе савăнать. Çак вăхăтчен пĕр-пĕрне сивĕ сăмах каласа кÿрентерсе курман вĕсем. Утса тухнă пилĕк теçетке çулăн тапхăрне пĕтĕмлетес пулсан та Галина Витальевнăн шăпана ÿпкелеме сăлтавĕ çук. Çирĕп сывлăхлă пулни, чун туртнă ĕçре куна ирттерни, куç тулли пĕр тăванĕсемпе амăшĕ юнашар пулни, юратнă ывăлĕн ăнăçлăхне курса савăнма пултарни чи пысăк телей мар-и?

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code