Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Социаллă тÿлевсем ÿснĕ

Социаллă тÿлевсем ÿснĕ

РФ Пенси фончĕ паракан социаллă тÿлевсен хăш-пĕр тĕсĕн виçи нарăсăн 1-мĕшĕнчен ÿснĕ.

Çав шутра, РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, республикăри 99 пине яхăн çын илсе тăракан ЕДВ. Ăна 3 процент индексациленĕ. Федерацин çак çăмăллăхне тивĕçекенсен пысăк пайĕ – инвалидсем. Вĕсен шутне çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене, хĕрÿ точкăсенче пулнисене, çак ушкăнсенчи граждансен тăлăх арăмĕсене, радиаци катастрофине сирме хутшăннисене, ыттисене кĕртеççĕ.

ЕДВ тытăмĕнчи социаллă пулăшу ĕçĕсен пуххине те 3 процент индексациленĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн ăна укçан та илме юрать. Унăн хакĕ нарăсăн 1-мĕшĕнчен – 1155,06 тенкĕ. Çавăн пекех вилнĕ çынна пытарнăшăн тăванĕсене паракан пособи те ÿснĕ. Нарăс уйăхĕнчен унăн виçи 6124,86 тенкĕпе танлашнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code