Елчĕкри МТСа /машинăпа трактор станцийĕ/ 1935 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче йĕркелесе янă. Район историйĕнче вăл МТС, РТС, «Сельхозтехника», юсавпа техника предприятийĕ ятсемпе çÿренипе палăрса юлнă. Кунта нумай çул ял хуçалăх техникине ĕçлеттерес тата ăна тĕплĕн юсас тĕлĕшпе вăй хунă. Çав вăхăтрах вăл колхозсемпе предприятисем валли юсав ĕçĕсене пурнăçлакан специалистсем хатĕрлекен хăйне евĕрлĕ шкул та пулса тăнă. Мĕн чухлĕ тракторист, слесарь, токарь, фрезеровщик, сварщик кунта вĕренсе пурнăç çулĕ çине тухман-ши? Кунта ĕçленисенчен чылайăшĕ районти тĕрлĕ предприятисенче ертÿçĕсем те пулса тăнă. Çав çулсенчи юсавпа техника предприятийĕн ят-сумĕ, чăннипех, пысăк пулнă. Ахальтен мар ăна «Районная кузница кадров» тенĕ. Кунти нумай ĕçчен патшалăхăн пысăк наградисене илме тивĕçлĕ пулнă.
Вăрçă вăхăтĕнче – 1941-1945 çулсенче кунта ĕçлекен çынсене уйрăмах йывăр килнĕ. Апла пулин те Çĕнтерĕве çывхартассишĕн вĕсем çĕрне-кунне пĕлмесĕр вăй хунă, хăйсен çынлăхне çухатман. Вăрçă вăхăтĕнче Елчĕк МТСĕнче хĕрарăмсем те арçынсемпе тан трактор çÿретнĕ. Вĕсем ХТЗ-15/30 маркăллă, тимĕр кустăрмаллă, кабинăсăр тракторсем çинче вăй хунă. 2630 килограмм таякан çак трактор мĕнле пулнă? ХТЗ – «Харьковри трактор завочĕ» тенине, 15 цифра – кăкармалли крюк çинчи вăй, 15 лаша вăйĕ пулнине, 30 цифра – тракторăн ВОМ /вырăсла «вал отбора мощности»/ урлă, сарлака ремень тăхăнтармалли шкив çине тухакан вăй, вăл 30 лаша вăйĕпе танлашнине пĕлтернĕ. Çав вăхăтрах вăл двигателĕн вăйĕпе пĕр тан пулнă.
Трактор двигателĕн вăйĕ двигатель миçе цилиндртан тăнинчен, вĕсен калăпăшĕнчен, коленвал минутра миçе хутчен çаврăннинчен /сăмах май каласан, ХТЗ-15/30 трактор коленвалĕ минутра 1075-1175 хутчен çаврăннă/ тата унăн зажиганийĕ мĕнле ĕçленинчен нумай килнĕ. Зажигани мĕнле пуласси вара тÿррĕнех ток парса тăракан магнето мĕнле ĕçленипе çыхăннă пулнă. Трактор двигателĕ 2 тĕрлĕ топливăпа: бензинпа тата краççынпа ĕçленĕ. Краççынпа усă курнă чухне цилиндрсенче детонаци ан пултăр тесе вĕсен ăшне /двигателĕн карбюраторĕ/ шыв пĕрĕхтерсе кĕртнĕ. Детонаци вăл – цилиндрсем ăшĕнчи краççынпа сывлăш хутăшĕ, свечасем парса тăракан хĕлхемпе мар, двигатель хĕрсе кайнипе тивсе илни пулать. Ĕçленĕ вăхăтра детонаци двигателĕн нумай пайне самай пысăк сиен кÿрет. Çав вăхăтрах шывпа пĕлсе усă курни краççына перекетлеме те майсем туса панă. Тĕслĕхрен, ХТЗ-15/30 маркăллă трактор 1 гектар çĕре сухалама нормăпа 20 килограмм краççын пĕтнĕ пулсан, шывпа усă курнă чухне вара çав лаптăках ĕçлесе хатĕрлеме 12,1 килограмм краççын кирлĕ пулнă. Анчах та цилиндрсенчи çунакан хутăш лайăх тивсе çунасси свеча патне хĕлхем тума ток мĕнле хăватпа тата вăхăтлă çитсе пынинчен нумай килет. Çавăнпа ĕнтĕ маларах каланă ток паракан магнетона тĕплĕн пăхса йĕркелесе тăмалла пулнă. Магнетопа çыхăннă пĕр кăсăклă пулăм çинчен мана нумай çул каялла Елчĕк МТСĕн пĕрремĕш хĕрарăм-трактористкисенчен пĕри пулнă, Акчел ялĕнче пурăннă Валентина Владимировна Ежова /хĕр чухнехи хушамачĕ – Указова/ каласа панăччĕ. Ун чухнех эпĕ çакна хут çине çырса хунăччĕ. Унтанпа вăхăчĕ те, Валя аппа пурнăçран уйрăлса кайни те чылай çул иртрĕ пулин те ĕлĕкхи трактористсем шанса панă ĕçшĕн чун-чĕререн, яваплăха туйса тăрăшни пирки каласа парассăм килет. Калаçу çапла йĕркеленнĕччĕ:
– Тепĕр чухне хамăн çамрăклăха аса илетĕп те, куççулĕпе ĕсĕклесе йĕрессĕм килет. Атте çуртне «раскулачить» туса çемьерен туртса илчĕç. Унта клуб туса хучĕç. Нумай та вăхăт иртмерĕ, аттепе анне чирлесе вилсе выртрĕç. Эпир, тăлăха тăрса юлнăскерсем, «кулак ачисем» пулса тăтăмăр. Эпĕ аслăраххи пулнă та, çирĕп тăтăм, хамăн виçĕ шăллăмпа йăмăка ача çуртне пама килĕшмерĕм. Мĕн чухлĕ куççулĕ тăкмарăм пулĕ, çĕр каçипе пĕр куç хупмасăр ирттернĕ каçсем мĕн чухлĕ пулчĕç тата. Ăна Турă анчах пĕлет. Час-часах тĕлĕкре те аннене кураттăм. Унăн çутă сăнарĕ пулăшса пыратчĕ пулĕ мана. Анчах килте йĕрсе, сăмах пăтти пĕçерсе ларнипе хырăм тутă пулманнине те ăнлантăм. Елчĕк МТСĕ çумĕнче йĕркеленнĕ трактористсен курсне кайса кĕтĕм, ун хыççăн трактор рулĕ умне лартăм. Вĕреннĕ чухнех мĕн пурне пĕлме тăрăшаттăм: трактор пайĕсене хам алăпа тытса куратăп, вĕсем мĕнле ĕçленине пĕлетĕп. Çапла майпа эпир, хĕрарăмсем те, арçынсемпе тан тракторсем çине ларса ака-суха ĕçĕсене тума хутшăнтăмăр. Эпир ХТЗ маркăллă тимĕр кустăрмаллă тракторсемпе ĕçлерĕмĕр.
Эпĕ трактор бригадине пырса кĕрсенех трактористсем манпа шÿтлес терĕç пулас. Тракторăн радиаторĕ çине кăтартса: «ХТЗ» тесе çырни мĕне пĕлтерет, – тесе ыйтаççĕ манран. Эпĕ мĕнле кирлĕ çапла: «Харьковский тракторный завод», – тетĕп. Лешсем пĕр-пĕрин çине пăхса кулса илнĕ пек пулчĕç те: «Хрен ты заведешь!», – тени пулать, тесе хушса хучĕç. Ĕçе пикеннĕ май çакна лайăх ăнланакан пулса çитрĕм, чăннипех, хускатса яма çăмăл марччĕ çак трактора. Нумай хутчен ыттисенчен пулăшу ыйтма тивнĕ. Уйрăмах сивĕ çанталăкра йывăрччĕ. Двигателĕн, картерти машина çăвĕ сивĕпе çăрăлма пуçласан коленвала рукояткăпа алă вĕççĕн çавăрса хускатма питĕ хĕн пулатчĕ. Çавăнпа эпир, хĕрарăмсем, хамăр валли мел шутласа кăлартăмăр. Хускатмалли рукоятка çине кивĕ кăçатă тăхăнтараттăмăр, ун çине вĕрен çыхса лартса ăна темиçен туртса илсе двигателе хускатса яраттăмăр. Шăрăх çанталăкра, уйрăмах суха тунă вăхăтра, тусан вăйлă вĕçетчĕ. Свечасем çине ларнă тусан машинăн çăвĕпе тата краççынпа йĕпеннĕрен, магнетăран тухакан тока час-часах «аяккинелле» яратчĕ, двигатель пĕр тикĕс ĕçлейместчĕ. Çакна кура, уйрăмах магнетăна, хамăрăн куçа сыхланă пек сыхлама тăрăшаттăмăр.
Ку ĕç 1943 çулта ака вăхăтĕнче пулса иртрĕ. Эпир /хамăн пулăшаканпа/ Патреккел ялĕ çывăхĕнчи Аслă тата Кĕçĕн Пăла шывĕсен тăрăхĕнче вырнаçнă çĕре сухалаттăмăр. Çанталăкĕ ырă та ăшă. Трактор рулĕ умĕнче лараканскер, çанталăк илемĕпе киленетĕп. Двигатель пĕр тикĕс ĕçлени те чуна савăнтарчĕ. Çакăн пек лайăх ĕçлесен лаптăка ыранхи каç тĕлне сухаласа пĕтеретĕп, тесе шутлатăп.
Аслă Пăла шывĕн тепĕр енче те пирĕнни пекех икĕ «ХТЗ» трактор сухалани курăнчĕ. Кунта Тутар Республикине кĕрекен Пикапсел ялĕн çĕрĕсем вырнаçнă. Вĕсем те чăрмавсăр ĕçлеççĕ, хăйсем ÿкнĕ çĕр лаптăкне паянхи каç тĕлнех сухаласа пĕтерме пултараççĕ. Çакăн пек шухăшласа пынă вăхăтрах манăн трактор ана варринчех сÿнсе ларчĕ. Çакна курса ана пуçне апат çиме ларнă юлташăм та çийĕнчех чупса çитрĕ. Двигателе хускатас тесе коленвала çавăра-çавăра халтан кайрăмăр. Свечасем патне ток пымасть, двигатель хускалмасть! Магнето ĕçлемест ĕнтĕ тесе тарăхрăмăр. Хамăр: трактор бригадин бригадирĕ часрах çиттĕрччĕ анчах, тесе шутлатпăр. Акă, каç та пулчĕ, тутарсем хăйсен лаптăкĕсене сухаласа пĕтерсе тракторĕсене ял хĕррине чарса хăварнине курса тăратпăр. Пирĕн бригадир килмерĕ, хускалман трактора хир варрине пăрахса хăварма ниепле те хăюлăх çитереймерĕмĕр.
Манăн тантăш – çамрăк, качча кайман хĕр. Вăл апрель уйăхĕнче анчах Елчĕк МТСĕнчен тракториста вĕренсе тухнăччĕ. Çавăнпа ăна малтанласа ĕçлеме хăнăхтăр тесе ман çума çирĕплетнĕччĕ. Пит хăюллăскер, самантра темĕн те пĕр шутласа кăларма пултаратчĕ вăл. Тепĕр чухне шÿтлесе кушак пек макăрма, йытă пек вĕрсе е кашкăр пек уласа пама пултаратчĕ. Кун тĕттĕмленсе çитсен вăл мана: «Валя аппа, çĕр тĕттĕм, атя, Пăла шывĕ урлă тÿртен каçса тутарсен магнеткине сÿтсе килер. Хамăрăнне, ĕçлеменнине, ун вырăнне лартса хăварăпăр», – тет. Унтан татах: «Халĕ хирте кашкăрсем нумай пулнине пурте лайăх пĕлеççĕ. Енчен те тракторсем патĕнче хуралçă пулсан эпĕ кашкăрла уласа ăна тракторсем патĕнчен аяккарах илсе кайма тăрăшăп», – тет. Çапла шыв урлă каçса тракторсем тăракан вырăна пытăмăр. Самаях йывăр магнетăна эпĕ кĕпе арки çине хурса çĕклесе çитрĕм. Çĕрлехи тĕттĕмре тракторсенчен аяккарах вырнаçса ларнă пĕр çын пирус чĕртнин çути пит лайăх курăнать. Юлташăм çутă еннелле вăрттăн йăпшăнса кайрĕ те çÿллĕ çитĕнекен курăк хыçне кайса çухалчĕ. Часах çав енчен, чăн-чăн кашкăр, тейĕн, икĕ хутчен уласа яни илтĕнсе те кайрĕ. Пирус туртса ларакана хăрушă сасă сисчĕвлентерчĕ пулас. Вăл наччас вырăнтан тăрса ял çывăхнелле вашлаттарчĕ. Мана вара çакă çеç кирлĕ! Çăра уççипе çийĕнчех магнетăна сÿтме пуçларăм. Аллăмсем, хăранăран, сиксе чĕтреççĕ, чĕре тухса тарасла тапать. Пĕр болтне сÿтнĕ чухне гровер шайбипе пÿрнене таттарса ятăм. Ыратнине пăхмасăр хамăн магнетăна тутарсен тракторĕ çине вырнаçтарса лартрăм. Анчах тĕттĕм пулнăран ăна ячĕшĕн анчах çирĕплетсе хутăм. Магнетăна алла илнĕ хыççăн ăçтан вăй килсе кĕчĕ пулĕ, каялла мĕн Аслă Пăла шывĕ патне çитичченех чупрăм вĕт. Унта çитсен лăпкăн кăна сывласа янăччĕ, юлташăм та мана хăваласа çитрĕ. Çĕрле сулхăн пулсан та Пăла шывĕ ăшă. Ун урлă каялла пĕр сасă кăлармасăр каçса кайрăмăр. Магнетăпа çăрасене кĕпе аркипе çĕклесе çÿренĕрен вăл темиçе тĕлтен çурăлсах анчĕ. Вырăна çитсен трактор çумне вырнаçса лартăмăр. Пурпĕрех чун вырăнта мар, иксĕмĕр те хăравçă куян пек йĕри-тавра пăхкалатпăр. Ыйхă пуснăран, пĕр самант тĕлĕрсе те илтĕмĕр. Хĕвел тухма пуçласан вăрантăмăр, магнетăна трактор çине вырнаçтарса лартрăм. Çав вăхăтра юлташăм двигателĕн коленвалне рукояткăпа 2-3 хутчен çавăрсах двигателе хускатса ячĕ. Вăл пĕр тикĕссĕн ĕçленине курсан савăнса кайрăм, пуçăмра вара пĕр шухăш пулчĕ: «Анана епле пулсан та сухаласа пĕтересчĕ». Юлташа ана хĕррине тухса апат çиме, канма хушрăм, хам вара трактора вырăнтан хускатса сухалама пикентĕм.
Çутăлса çитрĕ, çынсем утни те курăнма пуçларĕ. Манăн тракторăн двигателĕ ÿхĕрсе анчах пырать, ĕç ÿсĕнчĕклĕ пычĕ, вăхăт иртни те сисĕнмерĕ. Ĕçленĕ вăхăтрах Пикапсел енне пăха-пăха илетĕп. Сасартăк икĕ юланутçă Аслă Пăла шывĕ урлă каçнине курах кайрăм. Вĕсем лашисене сиктерсе пирĕн еннелле килчĕç. Пĕри – НКВДри милиционер, тепри ахаль çын пулнине аякранах куртăм. Хăранипе манăн чĕре тата хыттăнрах тапма пуçларĕ. Трактор умне çитсе чарăннăскерсем, аллисемпе хăлаçланса мана чарăнма, двигателе сÿнтерме ыйтрĕç. Хăйсен лашисене те трактор плугĕнчен кăкарса çыхса хучĕç. Милици тумне тăхăннă арçын плуг çине ларса сумкинчен темĕнле хутсем кăларчĕ. Çав вăхăтра вăтам çулсене çывхаракан арçын манăн ума пырса хăй тракторист пулни, иртнĕ çĕр унăн тракторĕ çинчи магнето çухални çинчен тутарла та, вырăсла та ăнлантарса пама тытăнчĕ. Çав вăхăтра милиционер трактор çинчи магнетăна сÿтсе пăхма хушрĕ. Хытă хăранипе ним калама пĕлмесĕр тăтăм. Епле хăрамăн? Ара, вăрçă вăхăтĕнчи саккунсем пит çирĕп пулнă-çке. Çакăншăн мана питĕ хытă айăплама та пултарнă. Алăсем çыхланнине курса тăракан тутар тракторисчĕ ăна сÿтме мана хăй те пулăшрĕ. Ăна вăл паллă тунă – чĕрсе сас палли çырнă пулнă иккен. Пичĕпе мана хирĕç, çурăмĕпе милици сотрудникĕ еннелле тăракан тутар чĕнмесĕр пÿрнипе малтан магнето çине, унтан хăйĕн çине тĕллесе кăтартрĕ. Ку вăл унăн япали иккенне пĕлтерчĕ. Çав вăхăтрах вăл эпĕ мĕнле хăраса, шурса кайнине, манăн машина çăвĕпе вараланнă тумтире, пÿрнене чĕркенĕ юнланнă пусма татăкне курчĕ. Çав вăхăтра плуг çинче ларакан пакунли: «Ну и что там у вас?», – тесе ыйтсан тракторист магнетăна мана алăран тыттарса: «Это не мое», – терĕ. Хĕрхенчĕ, шеллерĕ пулас. Милиционер вара: «Поехали дальше», – терĕ.
Явкай вăхăчĕ çитсен эпир ĕçлекен вырăна трактор бригадин бригадирĕпе МТС механикĕ те килсе çитрĕç. Вĕсем трактор юсавсăрри çинчен çынсем каласа панă тăрăх пĕлнĕ. Анчах вăл пĕр чарăнми ĕçлет-çке. Мĕнле апла? Эпир мĕн пулса иртни çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа патăмăр. Бригадирпа механик пире çакăн çинчен ытти çынсемпе калаçма хушмарĕç. Хăйсем вара тепĕр куннех лаша кÿлсе Пикапсел ялне кайнă. Çав тракториста шыраса тупса ăна çĕнĕ магнето парса хăварнă, каçару ыйтнă. Унран: «Чăннине милицирен мĕншĕн пытартăн?», – тесе ыйтсан вара вăл çапла хуравланă: «Хĕрарăм ăна хăйне валли илмен-çке, вăл çак ĕçе патшалăх ĕçĕшĕн тăрăшса тунă. Вăрлани мар ку», – тенĕ. Пирĕн магнетăн катушки çуннă пулнă, иккен.
– Çынна усал тăватăн пулсан та тĕнчере сана хирĕç ырă тăвакан çынсем сахал мар пулнине çак тĕслĕхрен те куратпăр. Унтанпа нумай çул иртнĕ пулсан та çакăн пирки лăпкăн аса илме пултараймастăп, – тесе вĕçлерĕ Валя аппа ун чухне хăйĕн калаçăвне. Эпĕ вара ăна урăх ыйту пама хăяймарăм…
В.МОСКОВСКИЙ,
Акчел ялĕ.