Районти хушма пĕлÿ паракан ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ вĕренекенсем хушшинче туризма аталантарас енĕпе тăрăшса ĕçлесе пырать. Çулсеренех район историйĕпе кăсăкланакан ачасен йышне ÿстересси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр.
Маларах республикăра «Елчĕк енĕн тĕлĕнтермĕшĕсем» проектпа çĕнтерсе районти 100 ытла ачана Чĕмпĕр хулинчи И.Я.Яковлев музейне экскурсие илсе кайрăмăр. 400 яхăн вĕренекене республикăри музейсемпе выставкăсемпе, 700 ытла ачана хамăр районти тĕрлĕ палăксемпе паллаштартăмăр. Кăçал та республикăри спорт туризмĕн федерацийĕ йĕркеленĕ тепĕр проекта хутшăнтăмăр. Халĕ районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ «Эпĕ спорт туризмне суйлатăп. Туризма – ял шкулĕсене» республика проекчĕн ресурс центрĕ пулса тăчĕ. Малашне çак проект районти тĕрлĕ шкулти вĕренекенсене пĕрлештерĕ, спортăн питех те кăсăклă тĕсне алла илме пулăшĕ.
Иртнĕ кунсенче районти 11 команда Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулăн хăтлă спортзалне пуçтарăнчĕ. Проект йĕркелÿçисем, Чăваш Енри спорт туризмĕн федерацийĕн президенчĕ Владимир Атачкинпа ытти специалистсем, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый ачасене паллă пулăмпа саламланă май çĕнĕ проект вĕсемшĕн питех те усăллă пуласса, кунта вĕренекенсем хăйсен вырăнне тупасса шаннине пĕлтерчĕç. Унтан ачасем секцисене саланса спорт туризмĕн тĕрлĕ тĕсĕсене хăнăхрĕç.
Президент гранчĕсен фончĕн пуçарăвĕпе пурнăçланакан проект ресурс центрĕсене пурлăх енчен те пулăшу парать. Пире вĕсем спорт туризмĕнче усă курмалли снаряженисемпе тивĕçтерчĕç.
Вĕренекенсем секци площадкисенче спорт туризмĕн енĕпе иртнĕ ăстаçă урокĕсенче пулчĕç. Кунта вĕсем федераци представителĕсем тата волонтерсем пулăшнипе палаткăсем лартма та, тĕвĕсем çыхма та, вĕренпе тата карабинпа ĕçлеме те вĕренчĕç. Унсăр пуçне экологи ыйтăвĕсене те хускатрĕç, похода мĕн-мĕн илмеллине пăхса тухрĕç.
– Ачасен пултарулăх çуртĕнче ресурс центрне уçса сирĕн районта спорт туризмне тата та тарăнрах аталантарма тĕллев лартатпăр. Ку спортăн тĕсне кăмăллакансен йышĕ ÿсессе шанатпăр. Паян секцисенче вĕренекенсем нумай çĕннине пĕлме пултарчĕç. Малашне спорт туризмĕ енĕпе ăмăртусем йĕркелеме те майсем пулĕç, – терĕ Владимир Атачкин.
Мастер-класа хутшăннă 5-8 класс ачисем сертификатсене тивĕçрĕç.
Э.СМИРНОВА,
районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн директорĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: Аслă Елчĕк шкулĕн команди.